Петр Сидоровăн «Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Петр Сидоровăн (Петĕр Лаштай) «Паллă çынсемпе пĕрле» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Унăн редакторĕ – В.В. Степанов, ӳнерçи – Д.В. Литаврин. Кĕнекере Н. Зверевăн, С. Журавлевăн, С. Игнатьевăн, В. Романовăн, И. Клочковăн сăн ӳкерчĕкĕсемпе усă курнă. Очерк пуххи 1000 экземплярлă тиражпа тухнă. Ăна Аслă Çĕнтерӳ 75 çул тултарнине, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.
«Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекери очерксемпе асаилӳсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараççĕ. Хайлавсене Петр Петрович тĕрлĕ çулсенче çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, вулакансен пысăк хакне, ырă сăмахне тивĕçнĕ. Кăларăма республика кун-çулĕн уйрăм тапхăрĕн хăйне евĕрлĕ летопиçĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
«Эпĕ, хайлавсен авторĕ, хăй вăхăтĕнче ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче, республикăри обществăлла организацисенче, министерствăсенче тата массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлерĕм.
Ăçта вăй хурсан та мана тăтăшах республикăри паллă вырăнсене кăна мар, çĕршывăн чылай регионне тухса çӳреме, Раççей аталанăвĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă нумай сумлă çынпа тĕл пулма тӳр килчĕ.
Паллах, çĕршывĕпе чапа тухнă чылай ентешпе хаçат-журнал вулакансем е телевизор пăхма юратакансем тахçанах паллашнă пуль.
Эпĕ вара вĕсенчен нумайăшĕпе юлташлă пулнă, вĕсен туслăхĕ маншăн – пурнăç парнеленĕ асамлă пулăм. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсенчен хăшĕ-пĕринпе эпир паян та тĕл пулатпăр», – палăртать автор умĕн каланинче