Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Петĕр Яккусенĕн «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем» кĕнеки пичетленчĕ

Петĕр Яккусенĕн «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем» кĕнеки пичетленчĕ

Петĕр Яккусен... Çак ята асăнсанах куç умне тарăн шухăшлă пăхакан, хура-шурне самай курнă, апла пулин те пурнăçа юратма пăрахман, ялан лăпкăн пуплекен, анлă тавра курăмлă та ырă çын тухса тăрать. Вĕрентекен, тĕпчевçĕ, куçаруçă, чĕлхеçĕ... Маншăн вара вăл чи малтанах – Поэт. Шăпах çапла, пысăк сас паллирен. Ку ӳстерсе калани е ахаль мухтани мар. Петр Яковлевич пултарулăхĕпе кĕскен çеç паллашнисем те унăн поэзийĕ асамлă, чуна çывăх пулнине тӳрех палăртаççĕ. Яккусен сăввисем вăхăт иртсен те кивелмеççĕ, çаплипех уççăн та евĕклĕн янăраççĕ, чĕрене кĕрсе вырнаçаççĕ.
Эппин, сăмахăмăра малалла тăсиччен сăвăçпа çывăхрах паллашар-ха. Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕ çумĕнчи Наукăпа тĕпчев институтĕнче, Красноармейски тата Элĕк районĕсенчи шкулсенче, Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
1986 çулта ăна СССР Писательсен союзне йышăннă. 2000–2007 çулсенче Библи куçарăвĕн институтĕнче вăй хунă, унтан 2012 çулччен Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн доценчĕ, каярахпа культура факультечĕн деканĕ, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн аслă наука сотрудникĕ пулнă.
Паллăрах кĕнекисем: «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чĕлхи», «Çавра кӳлĕ», «Çĕн уйăх çути», «Кĕмĕл кимĕ». Ача-пăчапа çамрăксем валли çырнисем: «Кумаляк», «Эснереш», «Шурă пĕлĕтсем».
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче поэтăн тепĕр кĕнеки кун çути курчĕ – «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем». Шел те, авторĕ алла тытса кураймĕ ăна. Петĕр Яккусен 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Унпа пĕрле хатĕрлемеллеччĕ çак кăларăма, тен, урăхларах ятлă пулĕччĕ вăл, тен, расна сăвăсем кĕрĕччĕç унта. Çĕнĕ алçыру илсе килме шантарнăччĕ Петр Яковлевич. Анчах кĕтмен инкек мĕнпур ĕмĕте чăл-пар салатрĕ, сăвă пуххине унсăрах йĕркелесе кăларма тиврĕ... Унта, тĕпрен илсен, паллă поэтăн иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çырнă, анчах ку таранччен ниçта та пичетленмен хайлавĕсем кĕнĕ. Çавăн пекех авторăн сайра кун çути курнă сăввисем те вырăн тупнă кăларăмра. Унăн редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Петĕр Яккусенĕн лирика харкамçи кăмăл-сипет тасалăхне нимрен мала хурать.
Этеме юрамасть-ши таса пурăнма?
Эп ялан тӳпене ăмсаннă.
Ырă мар шухăшпах ырă пек курăнма
Эп нихçан та пĕлмен – юсанмăп.
«Çапла, çĕр çинчи хаярлăх лирика геройне Тӳпене хăпартать, çак çул унăн катарсис урлă хывăнать. Тӳпе – кăмăл-сипете тĕрĕслемелли тасалăх: хăйĕн туйăмĕсене, утăмĕсене тĕп герой влаçсемпе çынсем умĕнче мар, Мăн Уçлăх умĕнче тĕрĕслет. Унтан та ытларах, Тӳпе вăл Çĕр çинчен кайсан пурăнас вырăн мар, вăл – унăн Килĕ, унта çеç вăл хăй кам пулнине пĕлет, унта кăна чун килĕшĕвне тупать», – тесе çырать «Аслă Чун – çăлтăрсем хушшинче...» ум статьяра Надежда Ильина.
Суя канлĕхе, суя хĕвĕшĕве, суя хавхаланупа ыратăва сивлет Яккусенĕн лирика геройĕ. Пĕр тунсăх та пĕр савăк йĕркесем вулакана илемпе ырăлăх тĕнчине йыхравлаççĕ.
Улмуççи çеçкисем кĕрен...
(Тул çути килнĕ чух – пушшех!)
Çутçанталăкăм – çут кермен,
Тӳпере – манăн кил хушши.

Ĕмĕтри шăпчăксен юрри
Илтĕнет ирхи сад çинче.
Шутласа эп кăлартăм, юри,
Çĕр çинчех урăхла тĕнче.
«Ытарми илемлĕ те çутă чăн чăваш поэзине юратакансемшĕн Петĕр Яккусенĕн çĕнĕ кĕнеки пысăк парне пуласса шанатпăр.