Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ордем Галин «Телейпе юрату пĕрле çӳреççĕ» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Çут тĕнчере кашниех телейлĕ пулма, ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленет. Тулĕк шыраканĕ нумай та, тупаканĕ сахал. Телей ана палли мар, йăхран йăха куçмасть çав. Пурнăçра кулянмалли те, макăрмалли те тупăнать. Кун-çул сукмакĕ пĕртте тикĕс мар. Анчах ниме пăхмасăр чунри савăклăха упрасан, йывăрлăхпа инкек çĕклемĕ айне пулмасан ним мар ăраскал курма пулать-мĕн.
Çапларах шухăшсем патне илсе пырать тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Телейпе юрату пĕрле çӳреççĕ» кăларăм. Унăн авторĕ – Чăваш çыравçисен союзĕн пайташĕ, тĕрлĕ преми лауреачĕ, хальхи вăхăтри паллă писатель Ордем Гали. Галина Николаевна хайлавĕсене вырăсла шăрçалать. «Телейпе юрату пĕрле çӳреççĕ» кĕнекене кĕнĕ калавсене «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ, Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕ Нина Царыгина чăвашла куçарнă. Редакторĕ – Ольга Федорова.
Ордем Гали ачасем валли те, çитĕннисем валли те çырать. Хĕрĕх ытла кĕнеке кун çути кăтартнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Приметы, подсказки, словно из сказки» /2008, 2018/, «Письмецо» /2009, 2012/, «Рагиба» /2009/, «Телейлĕ пулар» /2013/, «Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ. Десять Аниных секретов» /2006, 2018/, «Мĕн-ши вăл туслăх? Для чего нужна дружба?» /2019/ т. ыт. те.
Галина Николаевна 1954 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Куйбышев /халĕ – Самара/ хулинче служащи çемйинче çуралнă. Хĕрача икĕ çул тултарсан çемье Шупашкара куçса килнĕ. Пĕчĕк Галина ачаранпах çыравçă пулма ĕмĕтленнĕ, калавсем, сăвăсем шăрçаланă. Шупашкарти строительсен техникумĕнче пĕлӳ илсен çак енĕпе чылай çул тăрăшнă, ачалăхри ĕмĕтне чылай çул кайран, хĕрĕх тăватă çулта, пурнăçа кĕртнĕ-кĕртнех.
Ордем Галин кĕнекинчи сăнарсем – пирĕнпе юнашар пурăнакан ахаль çынсем. Çамрăк-и, ватă-и – вĕсем ĕмĕтленеççĕ, йăнăшаççĕ, инкек тӳсеççĕ, тепĕр чухне ăссăрла утăмсем тăваççĕ, апла пулин те пурнăçа юратма пăрахмаççĕ. Туслăхпа юратăва хаклаççĕ, каçарма вăй-хал тупаççĕ. Тен, çавăнпах чунри ăшăлăха çухатмаççĕ. «Телей алăкне пуриншĕн те касман», – тенипе çырлахмаççĕ вĕсем. Кирлех пулсан хайхи алăка хăйсемех касса кăлараççĕ. Ара, мĕне кĕтсе лармалла?
Акă «Натка, таврăнсам!» калаври Наташа пĕртте пуç усса çӳремест, шӳтлеме ăста. Тĕллев лартсан яланах пурнăçлать. Медицина училищине вĕренме кĕрес тесе Вологодск облаçĕнчи Тĕттĕм Çыран ялĕнчен хулана килет те тăванĕсем патне кĕрет. Кунта ăна иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Регина кĕтсе илет. Аппăшне тĕлĕнсе сăнать вăл. Наташа, «олатса» калаçаканскер, тĕреклĕскер, хăй шухăшне тӳррĕн патлаттараканскер, экзамен умĕн пачах та хатĕрленмесĕр уçăлса çӳрекенскер, хăйĕн вăйне шанаканскер, пĕрре пăхсан ялти айванкка ăслăрах хĕр пек туйăнма пултарать. Тĕрĕссипе, вăл çав тери пысăк чунлă, ăслă, тавçăруллă. Регина аппăшне чула алăпа сĕртĕнсе ĕмĕте пурнăçлама ыйтма юрать тесен те Наташа хăйĕншĕн пĕр япала та ыйтмасть. «Эпĕ тăван яла таврăниччен килте веçех йĕркеллĕ полтăрччĕ. Çынсем вăхăта хаклама пĕлччĕр. Окçана ăна ĕçлесе илме полать! Вăхăта вара тавăрма çок», – тет Наташа. Йăмăкĕн юлташне Нельăна пăтăрмахлă лару-тăруран хăтăлма та вăлах пулăшать. Унпа хутшăнни хула хĕрĕсене самаях улăштарать. Пурнăç çине яваплăрах пăхма пуçлаççĕ вĕсем.
«Кĕнекере яшсемпе хĕрсен пурнăçне, вĕсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе философине, телей шыракан хĕрарăм шăпине сăнланă. Калавсене куçарма интереслĕ пулчĕ. Авторăн чĕлхи çăмăл, уçăмлă, ансат. Вырăссен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем чăн чăвашла янăраччăр тесе вĕсене шухăшĕпе пĕр килекен чăваш сăмахлăхĕпе усă куртăм», – палăртать Нина Царыгина куçаруçă.
«Шлепке» калаври Светлана ăнсăртран-кĕмсĕрт тенĕ пек Эдуарда качча тухать, анчах çемьере телей тупаймасть. Мăшăрĕ ăна юратмасть, малтанхи тапхăрта çеç юрама тăрăшнă-мĕн. Вĕрентекен çемйинче çуралса ӳснĕ сăпайлă хула хĕрĕ ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă, хунямăшне пулăшма та çӳрет. Чунĕ вара ирĕкелле туртăнать, савăнăç, ăнлану çитмест ăна. Светăн юлташĕ Надя пач урăхла – харсăр, илемлĕ тумланса-сăрланса çӳрет, апла пулин те хăйĕн шăпине ниепле те тĕл пулаймасть-ха. Çакă пурпĕр тантăшне ăса вĕрентме чăрмантармасть. «Света, эсĕ мĕншĕн тепĕр çынна юрассишĕн ăшталаннине калас-и? Мĕншĕн тесен сана ача чухне сахал мухтанă. Çавăнпа халĕ ыттисемшĕн ырă тăватăн – мухтанине, эсĕ епле маттур та лайăх пулнине илтесчĕ тетĕн. Ырă кăмăлупа усă куракансем те тупăнаççĕ. Çын йыхăрсан ăна наччасрах пулăшма ĕрĕхетĕн», – тет Надя.
Пурнăç этеме туптать, тĕрĕслет. Светлана тĕлне те пăтăрмахсем персе анаççĕ. Шăпах вĕсем улшăнма хистеççĕ те çамрăк хĕрарăма. Унччен вăл çывăх çынсене юрас тесе пурăннă пулсан халĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне итлеме хăнăхса пырать.
Çын сăмахĕнчен иртейменнипех «Чечеклĕ тутăр» калаври Алена савнисĕр тăрса юлать. Анапăри кану вăхăтĕнче вăл Васьăпа паллашать. Каччă хĕре хăйпе пĕрле кайма чĕнет – амăшĕпе паллаштарасшăн. Анчах пике ашшĕ-амăшĕнчен сăмах лекесрен хăранипе хирĕçлет. Ытла та ӳкĕнмелле пулса тухать-çке... Килне таврăнсан: «Мĕншĕн унпа пĕрле ларса каймарăн ара, хĕрĕм?» – тесе ыйтать Аленăран амăшĕ…
«Ордем» хайлавра автор вулакана Ордем ятлă сăнарпа паллаштарать, унăн кăмăлне, ĕç-хĕлне уçса парать. Галина Николаевна ăна мĕншĕн юратнине, çыравçăшăн вăл кам пулнине «Парне» калавра тĕплĕнрех пĕлме май пур. Кунта автобиографиллĕ самантсем те кĕртнĕ.
«Ют çĕршыв» хайлав калăпăшĕпе пысăках мар, анчах мĕн тери пысăк шухăш пытарăннă унра! Пĕр пĕчĕк хулара пурăнакан Варвара çав тери ют çĕршыва çитсе курма ĕмĕтленет. Уйрăмах Амстердам тыткăнлать ăна. Ара, ячĕ мĕне тăрать. Тĕрлĕ çĕршыв çинчен кăтартакан кăларăмсене куç илми пăхма хатĕр вăл сенкер экранпа. Журнал урлă Варвара Эльза ятлă нимĕç хĕрарăмĕпе паллашать, ăна хăй патне хăнана килме чĕнсе ярать. Тĕлпулу мĕнпе вĕçленнине кĕнекере пĕлме пулать.
Кăларăмри кашни калав хăйне май интереслĕ, чуна тыткăнлать. Вулама пуçласассăн вĕçне çитмесĕр те хайлав пуххине алăран ярас килмест. Ĕненместĕр пулсан хăвăр тĕрĕслесе пăхма пултаратăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ