Ольга Савандеевăн «Пысăк чĕпĕ» кĕнеки кун çути курчĕ
Çитĕнекен ăру валли çырасси аслисем валли шăрçалассинчен кăткăсраххине писательсем пĕрре мар палăртнă. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисене улталаймăн, кичем хайлава хистесе вулаттараймăн. Ачасем валли çыраканăн чунĕнче хăйĕн те шăпăрлан пулмалла, çут тĕнче çине таса куçпа пăхмалла-тăр. Унсăрăн пĕчĕк вулакана килĕшмелли сăвă-калав хайлаймăн.
Ольга Савандеева /1921–1982/ шăпах çавăн пек пултаруллă ача-пăча çыравçисен шутне кĕрет. Вăл хальхи Чăваш Республикинчи Тăвай районне кĕрекен Турикас Тушкил ялĕнче çуралнă. Ялти çичĕ класс вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă, анчах тăватă çул вĕреннĕ хыççăн йывăр чире пула виçĕ çул шкула çӳреймен. Каярахпа пиллĕкмĕш класра вĕренме тытăннă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан 1938 çулта Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкула çӳренĕ.
Ольга Савандеева çиччĕмĕш класра сăвăсем шăрçалама пуçланă. Унăн калавĕсем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта, уйрăм сборниксенче пичетленнĕ. Вăл хайланă сăвă-калав шкул кĕнекисене те кĕнĕ. Ольга Владимировна ытларах çутçанталăк çинчен çырнă. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче палăрнă. Калавĕсен чĕлхи пуян, хайлавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, сюжечĕсем кăсăклă. Ачасем валли писателĕн «Пысăк чĕпĕ» /1972/, «Учитель парни» /1975/, «Тĕпсĕр кӳлĕ» /1979/ кĕнекисем тухнă. Унăн «Сăркка» тата «Çĕлĕк мыскари» калавĕсем «Чăваш литературин антологийĕ. Ача-пăча валли çырнă хайлавсем» кăларăма кĕртнĕ. Çыравçă 1982 çулта çĕре кĕнĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Ольга Савандеевăн «Пысăк чĕпĕ» калав пуххийĕ кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Мария Ермолаева. Тиражĕ – 800 экземпляр. «Кивелми кĕнеке» ярăмпа пичетленнĕскере кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Ку кăларăм пирвайхи хут 1972 çулта пичетленнĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те хайлавсенче çутатнă темăсем халĕ те кивелмен: çутçанталăка упрасси, чĕрчунсене пулăшасси, аслисене итлесси, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхасси, пĕр-пĕрне йăнăш утăмсенчен асăрхаттарасси… Ольга Владимировна пурнăçра куллен тĕл пулакан самантсене асра юлмалла, кирлине ăша хывмалла кăтартса парать.
Кĕнекене кĕнĕ калавсем – ял ачисем çинчен. Вĕсем инкек тӳснĕ чĕрчунсене яланах пулăшаççĕ, тĕрĕсмарлăха хирĕç кар тăраççĕ. Акă «Пирĕн Хушкапуçра» улттăмĕш тата тăваттăмĕш класра вĕренекен аппăшĕпе йăмăкĕ амăшĕсĕр тăрса юлнă путеке хӳтлĕхе илеççĕ, ĕмкĕчпе сĕт ĕçтереççĕ, юратса пăхаççĕ, хăйсен сурăхĕсемпе пĕрле кĕтĕве яраççĕ. Анчах пĕринче путек таçта кайса çухалать. Уйăх та иртет, вăл çук та çук. Çапах хĕрачасем шанăçа çухатмаççĕ. «Халь те вăл пире таврăнассăнах туйăнса тăрать. Çавăнпа эпир Нинукпа иксĕмĕр кашни каçах кĕтĕве хирĕç тухатпăр», – тет калуçă. Тупăнĕ-ши путек е çук – куна хайлава вуласан пĕлме пулать.
«Пысăк чĕпĕ» калав – тĕлĕнтермĕш хур чĕппи çинчен. Тĕлĕнтермĕшĕ мĕнре-ха? Хайхискер ытти чĕпĕсенчен вунă кун маларах тухнă-мĕн. Çитменнине, ăна иккĕн пусса ларнă. Пĕри хур амийĕ пулни каламасăрах паллă. Тепри вара… Çук, аçи мар. Килти мĕнле чĕрчун-ши?
«Палкканри» калуçă кĕркуннехи сивĕ те çумăрлă кун тарăн шурлан тĕпĕнче йытă çури тупать. Мĕскĕнскер пĕтĕмпех пылчăкпа вараланса пĕтнĕ, тăр-тăр чĕтрет. Арçын ача ăна шеллесе пĕрле илет. Киле çитсен ашшĕ ывăлне ятлама пуçлать: «Кайса пăрах куна, ăçтан сĕтĕрсе килтĕн, ухмах ача-пăча! Унăн куçĕсем те уçăлман ав. Мĕн çитерсе ӳстерен?» Ачасен чун-чĕри хытман-ха, Володя та пиччĕшĕн хутне кĕрет. Пĕртăвансем çине тăнипе йытă çури килтех юлать, ăна Палккан тесе чĕнме пуçлаççĕ. Чи интересли вара – малалла.
«Çĕлĕк мыскари» калавра пĕчĕк хĕр ачасен путишле ĕç-пуçĕ çинчен çырса кăтартнă. Килте хăйсем тĕллĕн çеç юлнă аппăшĕпе йăмăкĕ сурăх çăмĕ касмалла выляма шут тытаççĕ. Сурăхĕ вырăнне – ашшĕн çăмламас çĕлĕкĕ. Хаччи – чăн-чăнниех. Паллă ĕнтĕ, çĕлĕк выльăх мар, тапкалашмасть, унăн «çăмне» чип-чиперех касса яраççĕ ачасем. Кайран мĕн пуласси çинчен иккĕшĕнчен пĕри те çийĕнчех шухăшламасть.
«Пĕр звенора» хайлавра ачасен хутшăнăвĕсене сăнласа панă. Шкул ачисем ăмăртмалла тенĕ пек шкул пахчинче арбуз çитĕнтереççĕ. Пĕррехинче килеççĕ те – Нинăн çимĕçĕсем çук: такам вăрласа кайнă. Кирек мĕнле пулсан та сăтăрçа тупса палăртма, ăна явап тыттарма тĕллев лартаççĕ хастарскерсем. Тĕрĕслĕх пач ăнсăртран çиеле тухать…
Ольга Савандеевăн «Пысăк чĕпĕ» кĕнеки класс тулашĕнче калаçусем йĕркелеме, çемье вулавĕнче усă курма питех те вырăнлă.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ