Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» ятлă сӑвӑ кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Кӑларӑм кăçалхи çуркунне пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта авторăн чăвашла тата вырăсла (куçару мар) çырнă хайлавĕсем кĕнĕ.
Сăвă пуххине пахалама Ольга Австрийскаян ӗҫтешӗсемпе тусĕсем, вӗрентекенсем, ҫыравҫӑсемпе ӳнерҫӗсем, хастар журналистсемпе студентсем, поэзие юратакансем пухӑнчĕç. Уяв каҫӗнче ырӑ та ӑшӑ сӑмах чылай янӑрарӗ. Пухăннисенчен кашниех кĕнекери хӑйне килӗшекен сӑвва илемлӗ вуларӗ.
Филологи наукисен кандидачĕ, Е.П. Чекушкина доцент (Елен Нарпи прозаик) Ольгăна пилĕк çул хушши И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Литература ĕçĕ» специальнăçа вĕрентнĕ. Вăл студент чухнех тăрăшулăхĕпе палăрнине, куççуль кăларакан хайлавсем шăрçаланине тата материалсене редакцилес енĕпе те тимлĕ пулнине асăнчĕ Елена Петровна. «Кашни сан произведенишĕн, кĕнекÿшĕн хам çырнă пек савăнатăп», – терĕ вăл.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕн ертӳçи Геронтий Никифоров Ольгăна пирвайхи хут «Excelsior» наукăпа практика конференцийĕнче асăрханă-мĕн. Ун чухне шкулта çеç вĕреннĕ-ха пулас сăвăç, апла пулин те унăн хайлавĕсем жюри членĕ пулнă Геронтий Лукьяновичăн кăмăлне кайнă, асра юлнă. «Ольга Австрийская паянхи йывăр вăхăтра лирика патне таврăнса вулакана пурнăç чăнлăхĕ патне илсе пырать. Мана çакă савăнтарать. Эпĕ тулли кăмăлпа чăвашла сăвăсемпе паллашрăм. «Пĕчĕкçĕ шевле» тенĕ. Мĕн-ха вăл шевле? Шевле вăл – хĕвел пайăрки вĕт-ха тата аслатин пире курăнакан çиçĕмĕ. Кĕнеке ятĕнченех çав хăватпа эсĕ вулакана хăв патна туртатăн. Вуланăçемĕн çакна асăрхарăм: гражданла, философиллĕ, суггестивлă лирика пур кунта. Символла сăнарсем нумай. Уйрăмах çил сăнарĕ чылай сăвăра тĕл пулать. Атте-анне, тăван чĕлхе, тăван тавралăх илемĕ, тус-тантăш, ял-йыш-пускил, çуралнă кил – паллах, ку темăсем пире кашнинех çывăх, мĕншĕн тесен тăван кил пахалăхне эпир паянхи кунчченех упратпăр. Хама килĕшнĕ сăмах çаврăнăшĕсене çырса та илтĕм-ха эпĕ: «асамлă кĕвĕ чĕрене кушак пек йăпшăнса кĕрсен…», «таçта шапа калать такмак…», «тÿпе сăпки ытамĕнче», «пуçтах автан», «эп чухлаттăм чечек чĕлхине», «чĕре ташлатăр кăкăрта»… «Сан пахчунти чечек пулам-и…» тени те питĕ килĕшрĕ. Çамрăк çыннăн кăмăл-туйăмĕ аван палăрать кĕнекере. Сăвă чĕлхин уйрăмлăхĕсене пăхсассăн танлаштару та, эпитет та, метафора та пур. Çамрăк поэтессăн сăввисем вулакана çепĕçлĕхĕпе, хĕрÿ туйăмлăхĕпе, тÿрĕлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Ăнăçуллă пултăр сăвă пуххин вĕçевĕ!» – терĕ Геронтий Лукьянович.
Галина Матвеева çыравçă, куçаруçă сăвă пуххипе савăнса-хавхаланса паллашнине пĕлтерчĕ. «Она ждет», «Синица» сăвăсене поэт пулмасăр çырма çук. Çавăн пек сăвă темĕн чухлех куртăм эп кунта. Ольга хăйĕн чунне яр-р уçать. Унăн тавракурăмĕ анлă пулни, сăвă техникине аван пĕлни курăнса тăрать. Мана ытларах вырăсла çырнă сăвăсем килĕшрĕç. Чăвашла çырнисенче пусăрăнчăклăх ытларах асăрхарăм. Вырăслисенче çав туйăма çĕнтерсе оптимизм çиеле тухать. Ун пеккисене хам валли палăртса та хăвартăм. Унăн лирика геройĕ çутă», – палăртрĕ Галина Алексеевна.
Анатолий Хмыт писатель Ольгăн проза хайлавĕсемпе пуçласа «Çамрăксен хаçачĕн», «Самант» журналăн страницисенче паллашнă-мĕн, каярахпа сăввисене те хак пама май килнĕ. «Анна Ахматова ăсне, Марина Цветаева чĕлхине асăрхарăм кунта. Философилĕх анлă. Чăн-чăн поэзи ку. Вуланăçемĕн сăмахсем хăйсем тĕллĕнех аса кĕрсе юлаççĕ. Паянхи пурнăç пародийĕ теме те пулать хăш-пĕр сăввине», – терĕ Анатолий Дмитриевич.
Светлана Асамат поэтесса та Ольга Австрийскаян сăввисене вуласа хĕпĕртенĕ. «Шухăш тарăнлăхĕ тапса тăрать. Кашни сăвви хăйне евĕрлĕ тыткăнлать», – палăртрĕ вăл. Ÿкерчĕксем те тыткăнланă ăна, Альбина Семенова художника тав сăмахĕ каларĕ. Альбина Витальевна кашни ÿкерчĕке тăвиччен чылай шухăшланине пĕлтерчĕ. Чăннипех те, икĕ хуплашкаллă кăларăм хăйне евĕрлĕ те илемлĕ пулса тухнă.
«Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Светлана Константиновăпа Елена Кудрявцева та уяв хуçине ăшшăн саламларĕç. «Ольга шăрçаланă йĕркесем чăннипех те чун апачĕ: вулатăн та – чунра ырă пулса каять. Ăшăтаççĕ сăввисем, шухăша яраççĕ. Пĕрремĕш хут вĕсемпе социаллă тетелте паллашнă чухнех кăмăл тулнăччĕ, темле тутлă сĕткен сыпкăмĕ пек. Тата тĕлĕнмелли акă мĕн: хуплашкан пĕр енче чăвашла хайлавсем вырнаçнă, тепĕр енче – вырăсла (куçару мар). Икĕ чĕлхепе те яка, чуна пырса тивмелле, сăнарлă çырнă», – терĕ Елена Кудрявцева вĕрентекен.
«Ҫак кун манпа пӗрле пулнишӗн пурне те пысӑк тав! Эсир уяв каҫне илемлетрӗр. Сирӗнтен кашниех – ман пурнӑҫа ҫутатакан ҫутӑ ҫӑлтӑр», – пĕтĕмлетрĕ Ольга Австрийская хăтлава.
Ирина ОСИПОВА.