Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ольга Австрийскаян «Пĕчĕкçĕ шевле» сăвăсен кĕнеки пичетленчĕ

Ольга Австрийскаян «Пĕчĕкçĕ шевле» сăвăсен кĕнеки пичетленчĕ

Сивĕ хĕлсем хыççăн ялтăркка хĕвел çути чуна ăшăтать, кăмăла çĕклет. Ольга Австрийскаян пуш уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кĕнекинчи çутă шевле те вулакана илĕртет. Ячĕ те еплерех – «Пĕчĕкçĕ шевле». Хĕрлĕ сарă хуплашка çинчи янкăр хĕвел куçа йăмăхтарать, кăларăмпа çывăхрах паллашма хистет. Чим-ха, ăна тепĕр енне çавăрсанах тепĕр тĕрлĕ хуплашка тухса тăрать, ячĕ вара вырăсла – «Я – маленькая точка во Вселенной…». Кăвак тÿпери çăлтăра алла илнĕ пике ăна хăйĕн чи асамлă ĕмĕтне уçса парать тейĕн. Мĕнлерех кĕнеке-ши вăл, икĕ тĕрлĕ хуплашкапа витĕннĕскер? Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха.
«Пĕчĕкçĕ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» – Ольга Австрийская çамрăк çыравçăн поэзи тĕнчине уçса кĕртекен кăларăм. Унта чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсем кĕнĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кăларăма Н.В. Андреева илемлетнĕ, редакторĕ – О.Л. Федорова. Ку вăл – кутăн-пуçăн çавăрса вуламалли кĕнеке. Хĕвел шевлиллĕ хуплашка айĕнче чăвашла çырнă сăвăсене пĕрле пухнă.
Кĕнекене уçсанах вулакан авторпа тĕплĕн паллашма пултарĕ. Ольга Австрийская пултарулăх çулĕ çине еплерех тухнине тĕплĕн уçса панă. «…Чăвашла çырнă пĕрремĕш сăввăм анне çинчен пулнăн туйăнать, анчах куна çирĕплетсех калаймастăп», – тет вăл. Кунта çакна палăртса хăвармалла: О. Австрийская пĕчĕклех сăвăсем çырса республикăри хаçат-журнал редакцисене ярса панă. «…Вырăсла сăввăм темшĕн-çке лама çинчен пулнă. Ăçта илтнĕ эп ун çинчен – пĕлместĕп, мĕншĕн çак чĕрчун çинчен сăвăлама шут тытни – хамшăн та пысăк вăрттăнлăх. Ансат, айванла сăвăсем татах та çырма хăтланнă, хăшĕ-пĕри пичетленнĕ те-çке», – тесе палăртать вăл. Эппин, Ольга Австрийская çыравçă пуласси ачаранах паллă пулнă ĕнтĕ. Каярах вăл Петĕр Ялкир патне çыру çырнине каласа парать. Мĕн тĕллевепе чăрмантарнă-ши паллă писателе пулас поэт, тата лешĕ мĕн хуравланă – куна кĕнеке умсăмахĕнче вуласа пĕлме кăсăклă.
Сăвă кĕнеки темиçе пайран тăрать. Юрату лирики пысăк вырăн йышăнать унта. «Юрату – сÿнми хĕлхем» тесе ят панă пĕрремĕш ярăма сăвăç.

Ниме пăхмасăр эп телейлĕ,
Юратупа тулли ман чун.
Çитес çĕн ирĕм сар хĕвеллĕ,
Эппин, хаваслă иртĕ кун, –

тет вăл «Ĕмĕт» ятлă сăввинче. Лирика геройĕ савнă тусĕшĕн тунсăхлани те тăтшах тĕл пулать ку пайра:

Эс кайрăн та, пушанчĕ кил,
Тĕллевĕм вĕçрĕ сан хыçран.
Мана мĕн юлчĕ/ Юлчĕ çил…
Тухмасть сассу çеç асăмран.
(«Эс кайрăн та…».)

Иккĕмĕш пайĕ вара «Телей юрри ялан янратăр…» ятлă. Кунта тăван тавралăх илемĕпе киленни, çуралса ÿснĕ ялшăн тунсăхлани, атте-анне, юлташсем пурнăçра тĕрек пулнишĕн тав туни тĕпре. Пурнăçри куçа тăрăнакан тÿнтер енсене те уççăнах питлет сăвăç:

…Иртĕхейнĕ хаклă ачăр
Лайăх ывăл пулас çук.
Ах, тăварлă-çке кулачăр…
Йăнăша тÿрлетме çук.
(«Хаклă ывăл».)

Сăвă çырас ĕçре пĕрремĕш утăмсем тăвакансене те кирлĕ канаш парать вăл, пурнăç илемĕпе киленсе пурăнма хавхалантарать.
Каçхи тÿпеллĕ хуплашка айне вара вырăсла çырнă сăвăсем кĕнĕ (куçарусем мар!). Вĕсенче çыравçă чунсем мĕнле чĕлхепе калаçнине уçса парать, çут çанталăк кăмăлне сăнарлать, кашни самантшăн – хаваслă-и вăл, йывăр-и, – пурне те тав тăвать. Хăйне те çак илемлĕ кĕнекешĕн тав тăвар.