Николай Ишентейĕн «Алюш эрешĕсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ
Чăваш тĕрри çав тери илемлĕ. Ахаль йĕр-кукрашка çук унта, кашни çĕвви-эрешĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах ку вăрттăнлăх пуриншĕн те уçăлмасть çав. Тĕрĕ асамлăхне ăша хывас тесен ăна чунтан юратмалла, хавхаланса тĕпчемелле.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Ишентейĕн «Алюш эрешĕсем» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Унăн редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина. Тиражĕ – 800 экземпляр. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2021 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.
Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Повеçри тĕп сăнар – Алюш – нумай пĕлме ăнтăлакан маттур ача. Амăшĕн тĕрĕллĕ саппунне курмассерен тĕлĕнет вăл: мĕне пĕлтереççĕ-ши ун çинчи эрешсем? «Пĕри – хĕвеле, тепри çăлтăра аса илтерет. Кайăк евĕр çунатлисем те пур. Эх, шкула çӳреме пуçласанах шĕкĕлчеме тытăнатăп-ха ку вăрттăнлăха», – тет арçын ача. Вăрттăнлăх уççине хăçан та пулин тупасса чĕререн ĕненет Алюш.
«Виççĕри ывăл – ашшĕне, виççĕри хĕрача амăшне пулăштăр», – тенĕ авалах чăвашсем. Тĕп сăнарăн кĕç пĕлӳ çулне такăрлатма пуçламалла ĕнтĕ. Пуçĕнчен утаманла выляс шухăш сĕвĕрĕлмен пулин те аслисене самаях пулăшма пултарать вăл. Ашшĕ лаша тăварма та шанать ăна. Алюш çывăх çыннипе пĕрле утара кайсан тепĕр тĕлĕнтермĕш асăрхать – вĕллесем çинче тĕрĕ-эреше аса илтерекен паллăсем пур-мĕн. «Пĕрисем хĕреслĕ-мереслĕ, теприсем виçĕ юплĕ сенĕк пек. Тăваткал кĕтеслисем те, ункăланса çаврăнаканнисем те пур. Кайăк ури пек аялалла юпленекенни вара тӳрех куçа тăрăнать». Ку паллăсем ал палли иккен. Тепĕр майлă каласан – тăмха. Анчах мĕне пĕлтереççĕ вĕсем, ăçтан пуçланса кайнă çыру тĕрри? Шел, утарта вăй хуракан Мĕтри мучи те хуравлаймасть ку ыйтусене...
Ачалăх савăнăçне вăрçă туртса илсен те, йывăр ĕçе кӳлĕнме тивсен те пĕлӳ патне туртăнма пăрахмасть Алюш. Пурăна киле «çыру тĕррин» вăрттăн уçкăчне тупатех. Çак мухтавлă çын вăл – Атăлпа Урал тăрăхĕнче ӳнер тĕпчевĕнче доктор ятне илнĕ пĕрремĕш чăваш, авалхи руна çырулăхĕн алфавитне йĕркеленĕ Алексей Александрович Трофимов ăсчах.
Повесть çăмăллăн вуланать, малтанхи йĕркеренех тыткăнлать. Хайлавра вулакан Алюш кун-çулне витĕм кӳнĕ пулăмсемпе паллашĕ, Ехрем Еллиев çыравçа тĕл пулĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ