Михаил Козловăн «Икĕ упа çури» кĕнеки пичетленчĕ

Лайăх юмах нихăçан та кивелмест, ăна темиçе ăру таранах вуласа киленет. Михаил Козловăн хайлавĕсене те хăюллăнах çавсен йышне кĕртме пулать. Унăн «Икĕ упа çури» юмахĕ 1971 çулта «Пионер сасси» (халĕ – «Тантăш») хаçатра кун çути курнă, «Пингвин çулçӳревçĕ» 1980 çулта уйрăм кĕнекен пичетленнĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, вĕсене, тен, кашни библиотекăра тупса вулаймăн.
Çӳлерех асăннă икĕ юмах çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Икĕ упа çури» ятпа пичетленсе тухрĕ. Ăна Светлана Бритвина ӳнерçĕ илемлетнĕ. Хайлавсене вырăсларан Лариван Козин куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Михаил Козлов прозаик тата публицист çуралнăранпа кăçал 85 çул çитет. Вăл 1936 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче кун çути курнă. Çĕрпӳри педагогика училищи хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, Ленинградри патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ленинградра СССР Ăслăлăх академийĕн зоологи институчĕн лаборантĕнче ĕçленĕ. Каярахпа аспирантура пĕтернĕ, 1967 çулта кандидат ĕçне хӳтĕленĕ, 1983 çулта – доктор диссертацине. 1997 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Михаил Козлов литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кӳлĕннĕ, «Советская Чувашия» хаçатра, «Дружба» альманахра тăтăшах пичетленнĕ. 1992 çултанпа – Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «В поисках ответа» (1961), «Тайны природы» (1965), «Удивительное рядом» (1965), «Соты жизни» (1976), «Кольцо жизни» (1980), «Пингвин – путешественник» (1980), «Не просто букашки» (1991). 2016 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче авторăн «Кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш» кăларăмĕ тухнă. Хăйĕн ĕçĕсенче М. Козлов тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа тата вĕçен кайăк пурнăçĕпе паллаштарать. Михаил Алексеевича тĕпчевçĕ, зоологи пĕлĕвĕсене саракан пек те пĕлеççĕ. Вăл Раççейри шкулсем валли тĕрлĕ вĕренӳ кĕнеки хатĕрленĕ çĕре те хутшăннă.
«Икĕ упа çури» кĕнекене чĕрчунсем çинчен калакан юмахсем кĕнĕ. Пĕррехинче çавра çил тухать те «Пингвин çулçӳревçĕ» хайлаври Пин-Пина таçта инçетех илсе каять. Пингвин чĕппи çапла хăй сисмесĕрех вăрăм çула тухать. Аякри çĕрсене çитсе курать, тĕрлĕ чĕрчунпа паллашать вăл.
«Икĕ упа çури» юмахри Мишăпа Мишуткăна ашшĕпе амăшĕ вĕлле хурчĕсенчен пыл илме яраççĕ. Çул çинче тĕрлĕ пăтăрмаха çакланаççĕ пĕчĕкскерсем. Анчах Миша нимле чăрмавран та хăрамасть, ачаш та юнтармăш Мишутка вара хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлеймест.
Кĕнеке пĕчĕк вулакансене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те килĕшессе шанатпăр.