Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Мартăн 3-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери писательсен кунĕ

Мартăн 3-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери писательсен кунĕ

Çыравçăсене Пĕтĕм тĕнчери писательсен кунĕпе саламлатпăр! Хавхаланса ĕçлеме, пултарулăхра çитĕнÿсем тума, илемлĕ хайлавсемпе вулакансене яланах савăнтарма сунатпăр! Ĕмĕтленĕр, çырăр, юратăр!
Чăваш писателĕсем яланах шÿтлеме юратнă, шÿте ăнланнă. Улатимĕр Улхашăн кĕске хайлавĕ çак шухăша çирĕплетет кăна.

КУРĂК МĔНЛЕ ШĂТАТЬ?

Ытти урамсенчи пекех, паллах, пирĕн урамра та хамăр магазин, хамăр почта, хамăр милиционер пур.
Пĕррехинче, çуркуннехи хĕвеллĕ ăшă кун, Валентин Урташ поэт почта умĕнчи тин кăна шăтса тухакан симĕс курăк çине канма выртнă. Ĕшеннĕ пулмалла ĕнтĕ, мĕн тăвăн…
Хайхи пирĕн милиционер çавна тӳрех асăрхарĕ. Выртакан Валентин патне пычĕ те пушмак тĕпĕнчен хăйĕн çутă аттин сăмсипе кăлт-кăлт тутарчĕ:
— Урташ юлташ, эп сана обществăлла вырăнта йăванса çӳремелле марри çинчен иртнинчех асăрхаттарнăччĕ-çке?
Валентин куçне кăштах уçса пăхать, унтан милиционера çурма сасăпа çапла калать:
— Тс-с, милиционер юлташ. Эсĕ литература ĕçĕн уйрăмлăхне шута илместĕн. Пирĕн, çыракансен, пурне те хамăр куçпа курмалла, хамăр хăлхапа илтмелле. Халĕ эпĕ шăпах курăк мĕнле сасăпа шăтнине итлетĕп. Тархасшăн, ан чăрмантар мана творчество ĕçне тума.
Улатимĕр УЛХАШ