Корзина
(пусто)
(0 руб.)

МАРИНА КАРЯГИНĂНА САЛАМЛАТПĂР!

МАРИНА КАРЯГИНĂНА САЛАМЛАТПĂР!

Паян, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин хастар авторĕ – Марина Карягина çыравçă – çуралнă кунне паллă тăвать. Вăл Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Чылай çул Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕçлет, тĕрлĕ кăларăм ертсе пырать, илемлĕ фильмсем хатĕрлет. М. Карягина 1990-мĕш çулсен варринче талантлă поэт, унтан прозаик пек палăрнă. Вăл – нумай кĕнеке авторĕ. Çав шутра çамрăксемпе ача-пăча валли çырнисем: «Сас палли çĕршывĕнче», «Хура тумлă арçын», «Çур çĕр варринчи хĕвел», «Кăтра хĕвел çаврăнăш», «Ылтăн пан улми», «Паттăр вăйĕ – пăтăра», «Çăкăрпа сахăр». Кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» сăвă пуххи пичетленсе тухрĕ.
Марина Федоровна, эпир сире çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр! Сирĕн çумра яланах ырă кăмăллă çынсем пулччăр! Телей çăлкуçĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр.