Мальвина Петрова çамрăк поэтăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Мальвина Петровӑн пӗрремӗш уйрӑм сăвă пуххийĕ – «Пӗччен Хӗвел» – кун çути курчĕ. Унăн редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 500 экземпляр. Вулакансем М. Петровӑн сӑввисемпе социаллӑ тетелте (Патшалӑх хӗрӗ хушма ятпа), «Тӑван Атӑл» журналта паллашма пултарнӑ. Вӗсем шухӑш ҫӗнӗлӗхӗпе, чӗлхе эрешлӗхӗпе, вӗри туйӑмлахӗпе тыткӑна илеҫҫӗ. Ҫамрӑк сӑвӑҫ шухӑш-кӑмӑлне уҫҫӑн та ҫирӗппӗн палӑртать, никам умӗнче те пуҫне таймасть.
Поэзире М. Петровӑн – хӑйӗн сасси, тӗнчекурӑмӗ. Ӑна ыттисенчен тӳрех уйӑрса илетӗн. Тӑван чӗлхе хӑватне, асамлӑхне, илемне ҫивӗч туякан поэт ҫакна вулакансем патне те типтерлӗн, хӑюллӑн ҫитерме тӑрӑшать.
...Мӗскер, мӗскер айван пӑхатӑр?
Эп хам килте, хам ҫӗр ҫинче.
Чӑваш пулса ҫуралнӑ хамӑр,
Ма шӑп пулас? Пӗлин тӗнче!
Хӑв мар пулсассӑн – кам пултарӗ
Парнелеме хӗвеллӗ кун?
Кам шак хурса халь чӑрмантарӗ?
Иртсе каймашкӑн парӑр ҫул! –
тет унӑн лирика харкамҫи «Чӑваш чӗлхи пӗтмест – памастпӑр» сӑввинче.
Ҫуралса ӳснӗ тавралӑх е юрату ҫинчен сӑмах пырать-и, пурнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗпе тӳнтерлӗхӗ ҫамкана картлантарма хистеҫҫӗ-и, ӗмӗтсем шухӑш авӑрне туртаҫҫӗ-и – кирек мӗнле лару-тӑрура та вӑл ҫирӗп, пуҫне усмасть, хӑйӗн вӑйне шанать. Хӑйне евӗрлӗ философ теме те пулать ӑна, мӗншӗн тесессӗн йӑлт вӑхӑтлӑх пулнине тахҫанах ӑнланса илнӗ вӑл. Пуҫтахсем иртӗхни те, куҫҫуль шапӑртатса юхни те, тарӑхни те, мӗскӗнсем тертленни те – пӗтӗмпех иртет. Хурлӑх вырӑнне савӑнӑҫ килет, анчах вӑл та яланлӑх мар. Сӑмах, халӑх чунӗ-чӗмӗ – акӑ мӗн юлать. Ӑна кӑкласан-вӑтӑрсан та, путарсан та тӗп тӑваймӑн. Пачах урӑхла, арасланса, вӑйланса ҫеҫ пырӗ. М. Петрова ҫакна питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа хӑйсем патне туртаҫҫӗ те унӑн сӑввисем. Ҫамрӑк поэт шарҫаланинче темӗнле асамлӑх, ӑрӑмлӑх пуррине туятӑн.
Хӗвет-хӗвет, Хӗлле хӗвет...
Хӗне-хӗне хире хирет...
Хӗрхӳ хуйхи ун: хӗсӗнет
Хӳри кӗҫех-ҫке. Хӗрхенеп.
(«Хӗвел тухать хивре хӗнтен».)
Тен, малтанах йӑлт ӑнкарса та илейместӗн, анчах вӑл акса хӑварнӑ вӑрлӑх путланмасть, йӑл илсе ҫӗкленетех. Паян-ыран мар пулин те – йӗрсӗр ҫухалмастех.
Эс пӑрахнӑ вӑрӑ – манӑн парӑм:
Шӑтмалла унран пин-пин чечек.
(«Вӗрентекенӗме».)
Мальвина Петровӑн хайлавӗсенче хӗвел, пӗлӗт (тӳпе), ҫӑлтӑр, уйӑх, акӑш, чечек сӑнарӗсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем этем пекех чӗрӗ, мӗн кӑна хӑтланмаҫҫӗ пуль! Тӗслӗхрен, ватӑ Уйӑх кӗлӗ вулать, «Сар Хӗвел улӑпла утӑмлать пӗр-пӗччен», «Юнпала чыхӑнса выртакан Хӗвеле Сӗтӗреҫҫӗ каллех Пӗлӗтсем хӗнеме...», «Татӑлса анас пек йывӑр Пӗлӗт Чечек ҫийӗн йывӑррӑн сывлать...» т. ыт. те. Сӑмахӗ те ахаль йышши мар – вӑл, кӗтменскер, кӗтмен хӑна пулса кӗрет те ыйхӑран вӑратать.
Хӑш-пӗр кӑткӑс пек туйӑнакан сӑмаха автор сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса парать. Ӑна юптару жанрӗ те ют мар. Кӗнекери «Йыт пырши», «Сӑвӑс», «Куштан Автан», «Пукане», «Урапа», «Кӗвӗҫ Пӗлӗт», «Ӑмсанчӑк Хурт» хайлавсене шӑпах ҫак жанрпа килӗшӳллӗн ҫырнӑ. Вӗсенче сӑвӑҫ пурнӑҫри ҫитменлӗхсене питлет, кӗвӗҫӳпе ӑмсанӑва, пултаруллисене ура хунине, пустуй каппайланнине сивлет.
Ҫамрӑк поэтӑн хавхалану кӳрекен, шанӑҫ пиллекен йӗркесем те пур:
Енчӗкри укҫу ҫеҫ ҫухалсассӑн
Савӑнма пӗл: сывлӑху пӗрлех.
Вак-тӗвекшӗн сывламасӑр ассӑн
Юлнӑ чыс та ятшӑн хӗпӗрте.
Пултарусӑр этеме ура лартмаҫҫӗ,
Такӑнса ӳксессӗн – тӑр та ут.
Каҫарма пӗлсессӗн – чараймаҫҫӗ,
Вӗсенчен ху ӑслӑ пул пин хут.
(«Халалӑм».)
Кӗнекене «Пӗччен Хӗвел» сӑвӑ тӑрӑх ят панӑ. Сӑмах май, Сывлӑм Алешӗ ӑна кӗвве хывнӑ. Илемлӗ юрра тетелте тупса итлеме пулать.
Ҫӗнӗ кӑларӑма тимлӗх уйӑрнӑ май авторӗпе те ҫывӑхрах паллаштарас килет. Мальвина Владимировна Петрова 1989 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче çуралнă. Первомайски вăтам шкулĕнче, Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ. Çак çулсенче «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсемпе, «Самант» журналпа тачă çыхăну тытнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче, Шупашкарти олимп резервĕн училищинче, Мускаври политехника институтĕнче, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕнче вĕреннĕ, «Ульяновец», «Хыпар» хаçатсенче пичетленнĕ. Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче вăй хунă, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче рекламăпа маркетинг пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Çĕрпÿ Ен кĕввисем», «Чун-чĕре сунталĕ» коллективлă сборниксенче те пичетленнӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ