Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Любовь Русакова: Тăван вырăнсем манăçа тухмаççĕ

Любовь Русакова:
Тăван вырăнсем манăçа тухмаççĕ

Юлашки çулсенче Раççейре ял уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ тесен те йăнăш мар. Çавна май тăван ен историне тĕпчесси те вăй илет. Халăх асĕнче юлнине пĕрчĕн-пĕрчĕн пухасси, ыттисен умне кăларасси, килес ăрусем валли хăварасси тавра пĕлӳçĕсем тăрăшнипе, чун ыйтнипе йĕркеленсе пырать. Уйрăмах маттуррисем тăван ял çинчен кĕнеке кăларма май тупаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Пушкăртстанри Федоровка салинче пурăнакан Любовь Русакова (Улядарова) педагог, тавра пĕлÿçĕ. Любовь Ивановнăпа тĕл пулса калаçма пысăк сăлтав тупăнчĕ: нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» кăларăмĕ пичетленчĕ. Çак кĕнеке тавра йĕркеленчĕ те пирĕн калаçу.

– «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» – мĕнле кĕнеке вăл?
– Пушкăрт Республикинчи Федоровка районĕнче мĕн ĕлĕкренпе пушкăртсемпе вырăссем, чăвашсемпе тутарсем, мăкшăсем тата ытти халăх çыннисем туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Эпир ку кĕнекене Юманлăх ялне, унăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрне халалларăмăр. Пирĕн ял йĕркеленнĕренпе 2021 çулта пĕр ĕмĕр çитет. Сумлă уяв тĕлне тухрĕ кĕнеке.
– Ал çырăвне пичете сĕниччен епле хатĕрлени çинчен каласа парсамăр.
– Ял кун-çулĕпе тахçантанпах интересленетĕп. 1978 çулта Стерлитамакри педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Студент чухне ял историне çине тăрсах тĕпчеме пуçларăм. «Камсем пулнă пирĕн мăн асаттесем? Ăçтан килнĕ вĕсем?» – çак ыйтусем канăç памастчĕç мана. Вăхăт çитнĕ таран ватă çынсенчен ыйтса пĕлеттĕм. Унсăр пуçне анне те Тамара Улядарова ялпа çыхăннă материалсем пухса пыратчĕ. Вăл Юманлăхри пуçламăш шкулта 34 çул ĕçлерĕ, директор та, пуçламăш классен вĕрентекенĕ те пулнă. Эпĕ те ун пекех учитель профессине суйларăм. Анне вырăнти «К Победе» хаçатра пичетленекен статьясемпе заметкăсене касса илетчĕ, пухса пыратчĕ. Ял çинчен пуян материал пуçтарчĕ. Пенсие тухсан анне ял кун-çулĕ, кунти çынсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. «Хам пĕлнине калатăп. Тен, сире кирлĕ пулĕ», – тетчĕ. Эпĕ ун чухне кĕнеке çинчен ĕмĕтленмен, манăн тĕллев – брошюра кăларассиччĕ, анчах аннене кун çинчен систермерĕм. Çапла каçсерен лараттăмăр та, вăл асне килнине каласа паратчĕ, эпĕ çырса пыраттăм. Хронологи йĕркине пăхăннă. Шухăшласа кăларни нимĕн те ан пултăр, чăн пулни çеç ӳкерĕнсе юлтăр тесе тăрăшрăм. Аннен статйисен пуххине вуласа шалах кĕрсе кайрăм. Пĕчĕккĕн хамăн та информаци пуçтарăнчĕ. «Эсĕ пухнă материал кĕнеке кăлармалăх та çитет», – терĕ упăшка (Аркадий Русаков çыравçă. – Авт.). Тĕрĕссипе, эпĕ брошюра кăларса ăна музея кăна парас тенĕччĕ, анчах пĕр пулăм шухăша улăштарма хистерĕ. Федоровка районĕн кĕнеки тухрĕ. Тĕрлĕ ял çинчен çырнă унта. Пирĕн ял çинчен вара – пĕр предложени çеç. 1921 çулта Теней ялĕнчи пушар хыççăн унтан пĕчĕк ялсем уйрăлса тухнă, вĕсен йышĕнче Юманлăх та пулнă тенĕ. Пирĕн ял çинчен пĕр предложенипе кăна асăнса хăварни питĕ кӳренмелле пулчĕ маншăн. Вара хам ума тĕллев лартрăм – кĕнеке кăлармаллах. Упăшка та манпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Тата мĕн хĕтĕртрĕ-ха уйрăм кĕнеке кăларма? Тепĕр чухне ял çыннисемпе калаçатăн та: Юманлăх мĕнле пуçланни çинчен аслă ăрурисем те пĕлмеççĕ.
– Çак кĕнекене хатĕрленĕ чухне чи йывăрри мĕн пулчĕ?
– Чи йывăрри... Ним калама аптăратăп, мĕншĕн тесен çăмăл пулмассине ăнланнă эпĕ. Тытăннă пулсан ĕçе вĕçне çитермелле. Мана курмассерен: «Любовь Ивановна, кĕнеке хăçан тухать?» – ыйтатчĕç ял çыннисем. «Шупашкарта, Шупашкарта, кĕçех», – теттĕм кашнинчех. Питĕ вăрах ĕçлерĕм. Ку ĕçе пĕччен туман паллах. Ал çырăвне хатĕрлеме, кирлĕ информацие пухма пултарулăх ушкăнĕ пулăшрĕ. Эпĕ вĕсемпе телефонпа тăтăшах калаçрăм, канашларăм. Архив материалĕсене шыраса тупма Çтерлĕ хулинче пурăнакан Мударис Сафин тавра пĕлÿçĕ те чылай пулăшрĕ. Вăл ăçта кăна пулман, «ревизские сказки» текен хутсене вулама пĕлет. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннисене тупса палăртма, вĕсен списокне хатĕрлеме пулăшрĕ Мударис Харисович. Ахальлĕн ниçта тупма çук ку информацие. Эпир ăна кĕнекене кĕртрĕмĕр. Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Çавна шута хурса Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене халалланă уйрăм пай палăртрăмăр кăларăмра. ЦАМО тата район архивĕсенчи информаципе, вăрçă ветеранĕсен сыхланса юлнă докуменчĕсемпе усă курса пирĕн ялти кашни вăрçă паттăрĕ çинчен уйрăммăн çырса кăтартрăм. Манăн атте çичĕ çул çапăçнă, разведчик пулнă, Яппун вăрçине те хутшăннă. Асатте тăватă çул вăрçăра пулнă, унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те пур. Юманлăх ялĕнчен вăрçа кайнисене асра тытса кăçал альбом та кăлартăм, ăна Федоровкăри музее патăм. Халь пирĕн паттăрсем çинчен унта та, интернет уçлăхĕнче вырнаçтарнă видеороликран та пĕлме пулать.
Çырса пĕтерсессĕн упăшкана кăтартрăм. Вăл тӳрлетрĕ, сĕнӳсем пачĕ. Хыçалти хуплашкари сăвă авторĕ те – мăшăрăм Аркадий Русаков. Ачасем чылай пулăшрĕç, вĕсем компьютер технологийĕсене лайăх пĕлеççĕ. Несĕл йывăçне хатĕрлерĕм, тĕрлĕ программăна алла илтĕм. Кашни пулăшакан хăйĕн ăрăвĕ çинчен тĕплĕн çырчĕ. Эпĕ вĕсене пуçтартăм, тишкертĕм, кирлĕ пек вырнаçтартăм. Кашни килтенех колхозра вăй хунисем çинчен çырма тăрăшрăмăр. Асра юлтăр терĕмĕр. Тавтапуç Владимир Степанова – редактора, Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене. Манăн пулăшакансем хастар пулчĕç, çавăнпа та темлех аптăраса ӳкмерĕм. Вĕсен ячĕсене кĕнекере те асăннă. Пурне те пысăк тав сăмахĕ калатăп.
– Тăван ен историне тĕпчеме мĕн хĕтĕртет сире?
– Яла питĕ юрататăп. Институтра вĕреннĕ чухне мана хулара ĕçлеме хăварасшăнччĕ. «Çук, эпĕ хамăр районах каятăп», – терĕм тӳрех. Ялах чун туртать.
– Мĕнлерех ял-ши Юманлăх? Ăçтан пуçланса кайнă вăл?
– Юманлăх Теней ялĕнчен пуçланса кайнă. Пирĕннисем Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчен килнĕ тесе калатчĕ анне. Ку яла пуçараканĕ, Тени ятлă çын, шăпах Елчĕк тăрăхĕнчен пулнă. Чăваш Енрен кăна мар, тĕрлĕ çĕртен килнĕ пирĕн пата. Пĕрремĕш куçса килнисем Чăваш Енрен пулнине шута илсе хамăр кĕнекене Пушкăртстанри хулара мар, Шупашкарта кăларас терĕмĕр. Пирĕн вырăнсем питĕ хитре. Кунта пĕчĕкçĕ Тевеней çырми юхса выртать, ун тăрăхĕнче аллă-утмăл çăлкуç та пурччĕ. Айлăмлă вырăн, кашни кил пахчин вĕçĕнче пĕрер-икшер çăлкуç тапса тăратчĕ. Пысăк Çăла яла килекенсем халь те пăхса-тасатса тăраççĕ. Кунта сĕтелпе саксем те вырнаçтарнă. Юманлăхăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне эпир ку вырăна юсаса çĕнетесшĕн. Пурте Пысăк Çăл патĕнче пухăнма юрататпăр-çке. Шел, паянхи куна Юманлăхра вун тăватă кил çеç сыхланса юлнă. Хĕлле кунта никам та пурăнмасть. Çулла çеç кил хуçисем таврăнаççĕ, пахча çимĕç ӳстереççĕ, пыл хурчĕ, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытаççĕ.
– Çулла эсир те Юманлăхра пурăнатăр-и?
– Çук, эпир пӳрте сутса янă çав. Уйласа ĕлкĕреймен. Çамрăк чухне уйламан та пуль. Эпир упăшкан Кинчеккей ялне час-часах çӳретпĕр.
– Юманлăхра çĕнĕ çурт лартас шухăш çук-и?
– Çук ĕнтĕ, çук. Эпир райцентрта, Федоровка салинче, пурăнатпăр. Унтан Юманлăха вун виçĕ çухрăм. Пирĕн яла Çимĕке çӳретпĕр, çулла çырлана, кĕркунне кăмпана каятпăр. Хамăр пӳрт ăçта ларни аса килет. Ун умĕнче сирень ӳсетчĕ. Çуркуннесерен вăл халĕ те çурăлать, иртнине аса илтерет...
– Эсир ӳснĕ чухне Юманлăхра халăх йышлă пулнă-и?
– Юманлăх пысăк ял пулман. Вăтамран 50 килччĕ. Ял варринче пуçламăш шкул ларатчĕ, икĕ сменăпа ĕçлетчĕ вăл. Классенче вуншар-вун икшер ачаччĕ, вун саккăр та пулнă. Пĕр вăхăт колхозсене пĕрлештерме тытăнчĕç, кайран шкулсем патне те çитрĕç. Çамрăксем куçса кайма пуçларĕç, мĕншĕн тесен ĕç çукчĕ. Малтан кунта ĕне, пăру, сурăх фермисем пурччĕ, лаша та тытатчĕç. Лавкка, медпункт пурччĕ. Ялта пурăнма пулатчĕ. Хуçалăхсене пĕрлештерме тапратрĕç те мĕнпур фермăна кÿршĕ яла куçарчĕç.
– Ял арканасси колхозсене салатнинчен пуçланнă эппин?
– Çапла, пирĕн яла кăна пырса тивмен ку шăпа. Акă пирĕн патран Чăваш Ене килнĕ чухне те çул çинче тăршшĕпех пушă ферма тĕл пулать. Çакна курсан чун ыратать. Ниме пăхмасăр хамăр яла юрататăп. Малтан куçса килнисене асра тытса Асăну чулĕ лартас тетпĕр. Пĕрремĕш куçса килнĕ çын – Хĕветĕр – кил-çуртне хирĕç вырнаçтарасшăн ăна. Ун çине малтан куçса килнисен ячĕсене çырасшăн. Хĕветĕрĕн çичĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Вĕсем Тенейрен куçса килнĕ.
– Сирĕн ялта çынсем пурăнмаççĕ терĕр. Тенейре лару-тăру мĕнлерех вара?
– Теней Федоровкăран тăватă çухрăмра вырнаçнă. Унччен унта вăтам шкул та пурччĕ, халь пуçламăш шкул кăна. Ĕç çук, çынсем куçса кайма пуçларĕç. Мĕнпур пĕчĕк яла çавнашкал шăпа кĕтет пуль...
– Çамрăксем ытларах ăçталла тухса каяççĕ?
– Ăçта ĕç пур, çавăнталла туртăнаççĕ. Федоровкăра икĕ шкул. Вĕсенче вĕренекен йышлă. Эпĕ пĕрремĕш классенче вĕрентетĕп. Ачасене тĕрлĕ ялтан автобуспа илсе килеççĕ.
– Шкулти библиотекăра чăваш кĕнеки нумай-и?
– Пур, анчах Федоровкăри тĕп библиотекăра ытларах. Унта чылай чăваш çыравçин кĕнекисем пур. Çав шутра Аркадий Русаковăн та. Çынсем леçсе панă кĕнекесем пур.
– Юманлăхра ĕлĕк библиотека пулнă-и?
– Унчченрех шкул культура центрĕ пулнă вĕт. Анне хăйĕн ĕçĕсемпе Федоровкăна каятчĕ те çынсем ыйтнă кĕнекесене тĕп библиотекăран илсе килетчĕ. Ял çыннисем вĕсене шкула пырса илетчĕç. Ĕлĕк чăвашла нумай вулатчĕç. Ликбеза та чăвашла йĕркеленĕ, пурне те тăван чĕлхепе вĕрентнĕ. Ваттисем те вĕреннĕ унта. Пирĕн патра чăвашла питĕ хитре калаçаççĕ, эпир юлташсемпе тĕл пулсан чăвашлах пуплетпĕр. Федоровка урамĕсенче те чăвашла калаçни час-часах илтĕнет.
– Чăваш йăли-йĕрки пирки те манман эсир кĕнекере.
– Унта темиçе çын çырнă материала кĕртрĕм. Нумаййăн çырсан темăна тĕрлĕ енлĕн çутатма пулать. Вăйăсем çинчен те вулама пулать. Эпир вылянă вăйăсене халĕ пачах пĕлмеççĕ. Хамăр та вăййа çӳренĕ. Çулла тултах юрла-юрла ташлаттăмăр, хамăрăн купăсçăсем пурччĕ. Тăван вырăнсем манăçа тухмаççĕ... Ытти çĕрти пекех, пирĕн те Çимĕке уявлаççĕ, вилнисене асăнаççĕ. Кĕрхи хываççĕ – кĕркунне, ĕçсене пуçтарсан, ваттисене (вилнисене) аса илсе асăнаççĕ. Автан е çамрăк чăх пусаççĕ ун чухне. Нартукан лараççĕ. Кăçал та районти чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ Анна Ремпель пуçарнипе районăн тĕп библиотекинче Нартукан ларма пуçтарăнтăмăр.
– Мĕнле уяв вăл – Нартукан?
– Нартукана Çĕнĕ çул иртсен пухăнаççĕ, ку ĕç-пуç юмăç яни пек пулать ĕнтĕ. Каччăпа хĕре шыв илме яраççĕ. Вĕсен пĕр-пĕринпе калаçмалла мар. Шыв илеççĕ те килеççĕ. Вĕсене пӳртре кĕтсе лараççĕ. Кашниннех çĕрĕ пур. Шыва тирĕкпе сĕтел çине лартаççĕ те çĕрĕсене савăта яраççĕ. Унтан юрлама пуçлаççĕ. Нартукан юрри нумай. Халĕ сăмахĕсене пăхмасăр пĕлекен сахал, çавăнпа уява пуçтарăннисене хут листисем валеçсе параççĕ. Хут тăрăх юрлатпăр. Хĕрĕ е каччи шыври çĕрĕсене çавăрать. Юрă вĕçленет те, каччă пĕр çĕррине туртса кăларать. Вăл е хурлăхлă, е савăнăçлă юрă тĕлне лекме пултарать. Килес çул çак çĕрĕ хуçине мĕн кĕтнине пĕлтерет ку. Юрă сăмахĕсем малашлăха систереççĕ. Анчах вĕсене чĕре çывăхне илмелле мар, çапах пĕлме интереслĕ. Унтан каллех малалла юрлаççĕ. Уяв вĕçĕнче каччăпа хĕр шыва кăларса тăкаççĕ.
– Сирĕн ял чăвашла – Юманлăх, вырăсла – Улядаровка. Мĕнпе çыхăннă кунашкал расна ятсем?
– Пирĕн ял çывăхĕнче вăрмансем кашлаççĕ. Вĕсенче ытларах юман çитĕнет. Ытти йывăç та пур паллах. Юмана хисеплесе яла Юманлăх тенĕ. Вăрманĕ питĕ пуян. Ача чухне велосипед çине ларса çырла татма мар, çиме кайса килеттĕмĕр. Тавраллах çырлаччĕ. Ăна савăта пуçтарса та тăман. Тепĕр чухне типĕтнĕ. Улядаровка тенине илес пулсан, анне каланă тăрăх, малтан куçса килекен çын Илетер ятлă пулнă. Ĕлĕк чылайăшĕн темиçе ят пулнă вĕт. Хĕветĕрĕн ачисен те икшер-виçшер ят. Манăн ват асаттене, сăмахран, пĕр çĕрте Михаил тесе палăртнă, тепĕр çĕрте – Николай. Илетере хисеплесе Илядаровка тенĕ яла, вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса Улядаровка пулса тăнă. Пирĕнтен инçех те мар 1921 çулта Маганевка ялĕ йĕркеленнĕ. Ăна пуçараканĕ Мăкань пулнă теççĕ. Теней ялĕ Тени ятпа çыхăннă.
– Кĕнеке хуплашкине пăхатăп та – Любовь Русакова (Улядарова) ят тăрать. Улядарова сирĕн хĕр чухнехи хушамат-и? Ахăртнех, ял ячĕпе пĕр килет вăл?
– Çапла, хĕр чухнехи хушаматăм. Пирĕн ялта чылайăшĕ Улядаров. Мĕнпурĕ тăван темелле. Темиçе çемьен кăна – Караськинсен, Ямщиковсен, Сидуловсен тата ыттисен – урăхла хушамат. Мударис Сафинăн архиври материалĕсем тата хамăр ял çыннисем хăйсен несĕл йывăçĕсене ÿкерсе пани тăрăх Улядаровсемпе ыттисен несĕл йывăçĕсене кĕнекене кĕртрĕм. Улядаровсен ăрăвĕнче вун икĕ сыпăк таран тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Питĕ пысăк несĕл йывăçĕ пулса тухрĕ. Эпир ăна туратсемпе сăнарларăмăр, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех кĕнекере кăтартма хĕн. Хĕветĕрĕн нумай ача пулнă-çке, малтан пĕр ачин туратне илсе патăмăр, унтан – тепринне. Унăн аслă ывăлĕ манăн ват асатте Николай пулнă.
– Питĕ пысăк ĕç тунă эсир, Любовь Ивановна.
– Çавăнпа ĕнтĕ ку кĕнекене кăларасси вăраха кайрĕ. Эпĕ институтра вĕреннĕ чухне Василий Караськин, Теней шкулĕн директорĕ пулнăскер, мана ял çинчен каласа паратчĕ. «Эсĕ çырса пыр», – тетчĕ вăл. Яваплă ĕçе тӳрех тытăнман пулин те, ку шухăш пуçран пĕрре те сирĕлмен. Халĕ, кĕнекене алла тытсан, савăннипе куççуль тухрĕ. Ĕмĕтĕм тинех пурнăçланчĕ.