Лариса Петрова сăвăç — Юрий Гагарин ячĕллĕ Тĕп библиотекăра
Паян, çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти вулавăш ĕçченĕсем Юрий Гагарин ячĕллĕ Тĕп библиотекăра Лариса Петрова сăвăçпа тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва методика зарядки пек йĕркеленĕ. Çакнашкал мероприяти çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма, çыравçăсене лайăхрах пĕлме май парать.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Лариса Петровăн «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» сăвă пуххийĕ кун çути курчĕ, ăна Ольга Иванова редактор пичете хатĕрленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти вулавăш ĕçченĕсем сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки ыйтса пĕлчĕç, сăвăсем итлерĕç. Сăвă çырасси мĕнле пулса иртни те, çак пултарулăха аталантарасси мĕнрен пуçланни те кăсăклантарчĕ вĕсене. «Эсир сăвăсене хут çине çыратăр е тӳрех компьютерпа пичетлетĕр?» — ыйтрĕ вĕсенчен пĕри. «Унччен хут çине çыраттăм, халĕ вара телефонри блокнотра пичетлетĕп. Ун пек меллĕрех. Телефон та яланах алă айĕнче», — терĕ Лариса Николаевна. Çавăн пекех библиотекарьсем Лариса Петрова камăн сĕнӳ-канашне ытларах итленине, пĕр шухăшлă çынсемпе ăçта тĕл пулнине те пĕлесшĕн пулчĕç. Ку ыйтусене хуравланă май хăна унăн литературăри юлташсем пуррине, вĕсемпе апат вăхăтĕнче тĕл пулса тĕрлĕ хайлав пирки калаçнине пĕлтерчĕ. Чăваш чĕлхине упраса хăварас, аталантарас ыйту та çĕкленчĕ тĕл пулура. Пурте пĕр шухăш патне килсе тухрĕç: тăван чĕлхепе калаçмалла, ăна юратмалла, ачасене вĕрентмелле.
Лариса Петровăна методика зарядкине хутшăннăшăн Тав хучĕпе чысларĕç.