Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Лариса Петрова çамрăк поэтăн кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕнче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче те ларăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, артистсемпе çыравçăсем, журналистсемпе вĕрентекенсем тата библиотекарьсем пĕр шухăшлă пулса Лариса Петрова çамрăк сăвăçа саламлама килнĕ. Савăнăçлă лару-тăрура унăн пĕрремĕш кĕнекине пахаларĕç. Вăл, «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» ятлăскер, кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл чăваш поэзине юратакан кирек хăш ӳсĕмри çыншăн та паха парне пулĕ. Кĕнекене алла тытма – вăхăт, автор шухăш-кăмăлне туйса илме туртăм пултăр çеç.
Кĕнеке тухни – яланах пысăк уяв. Авторĕшĕн кăна мар, вулакансемшĕн те. Кирек мĕнле çитĕнӳ те пĕчĕк утăмсенчен килет. Лариса та мĕн ачаранах поэзи тĕнчине иленнĕ, «Тантăш» хаçата сăвă-заметка-ӳкерчĕк ярса тăнă. Вулакансем унăн сăввисемпе интернет уçлăхĕнче паллашма, радиокăларăмсенче итлеме пултарнă. Хайлавĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕн поэчĕсен антологине кĕнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Саламлăр аннĕре», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» коллективлă сборниксенче, «Самант», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ. Сăввисене вырăс тата тутар чĕлхисене куçарнă. Л. Петрова – Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхĕн Петĕр Ялкир ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Вăл Тĕрĕк тĕнчин çамрăк писателĕсен Стамбулта иртнĕ форумне хутшăннă.
Çамрăк сăвăçа унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Светлана Яковлева ăшшăн саламларĕ. «Лариса пĕчĕк чухнех çав тери ырă чунлăччĕ, яланах вырăнлă сăмах тупма пĕлетчĕ. Пирĕн шкула писательсем тăтăшах килсе çӳретчĕç. Вĕсем те пултаруллă вĕренекене асăрханă, Валерий Туркай Тав хучĕ те панăччĕ. Паллах, пире те, вĕрентекенсене, савăнтарнă ку. Сăввисем стена хаçатĕнче пичетленетчĕç. Хăй аллипе ăсталанă пĕрремĕш кĕнекине вара халĕ те хамăн архивра упратăп», – терĕ Светлана Витальевна.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра Л. Петровăна литература ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме Елена Чекушкина филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент (Елен Нарпи çыравçă) пулăшнă. «Çепĕç лирик килчĕ тĕнчене! Университетра литература ĕçне вĕрентнĕ ачамсен пултарулăх тĕнчинчи ӳсĕмĕсем чунтан савăнтараççĕ», – палăртрĕ Елена Петровна.
Кăларăм редакторĕ Ольга Иванова алçырупа ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. «Çепĕç те тарăн шухăшлă йĕркесем чĕрене пырса тивеççĕ, шанăç парнелеççĕ, кулленхи пулăмсене хаклама хистеççĕ. Вĕсенче çутçанталăк илемĕпе киленни, Тăван çĕршывпа мăнаçланни, атте-аннепе вĕрентекенсене сума суни, юлташсемпе пĕрле савăнни мала тухать. Тавралăха сăнама пĕлекен çын çеç çапла çырма пултарать. Унăн поэзийĕ çăлкуç пек таса та сиплĕ, хирти чечек пек ансат та хитре, ĕненӳпе, ырăлăхпа тулли. Çепĕç чунлисем çакна туйса илеççех. Кăткăс ыйтусене, çынсем хушшинчи хутшăнусене те сăнлать автор. Пĕр сăввинче çапла çырать вăл:
Çынсем патне шăпах çитетĕп –
Ята хăвармăп манăçа.
Çынсем, паллатăр-и. Ку – эпĕ...
Çул парăр çамрăк сăвăçа!
Эппин, хапăл тусамăр çамрăк поэтăн пĕрремĕш кĕнекине!» – терĕ Ольга Михайловна.
Лидия Филиппова çыравçă-журналист Лариса пăхма сăпайлă та вăтанчăк курăнсан та поэзире хăюллă та хастар пулнине асăнчĕ. Кĕнекере социаллă тематика та, юрату лирики те пур. Унăн сăввисене Мария Волковăн хайлавĕсемпе танлаштарчĕ Лидия Ивановна.
«Лариса Петровăн пултарулăхне тахçанах сăнаса пыратăп. Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн ача-пăча литератури тата çамрăк авторсемпе ĕçлекен секци ертӳçи пулнă май Ларисăна писательсен пĕрлешĕвне иличчен тимлĕ тата тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслесе пăхрăм. Вăл поэзире те, прозăра та, куçару ĕçĕнче те хăйне тивĕçлĕ кăтартрĕ, яваплăха туйса ĕçлерĕ. Çавăнпа та 2021 çулта эпир ăна хамăр союза йышăнтăмăр. Вăл çакна чăннипех те тивĕç», – терĕ Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата çыравçă Ольга Федорова (Васильева).
Лариса «Хыпар» хаçатăн хыпарсен службин редакторĕнче ĕçлет. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата журналистсем пултаруллă ĕçтеше кĕнеке тухнă ятпа саламланă май чылай ăшă сăмах каларĕç. Саламсем татах та янăрарĕç залра. Поэзи уявне пухăннисем «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» кĕнекери сăвăсене вуларĕç, пысăк опытлă профессионал писательсем хăйсен сĕнĕвĕсене пачĕç.
«Варкăш» литература клубĕ çуллахи каникула каять. Çитес лару авăн уйăхĕнче иртĕ.