Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кулăш кунĕпе!

Кулăш кунĕпе!

Сисмерĕмĕр те – ака уйăхĕ çитсе тăчĕ. Пурне те паянхи уявпа – Кулăш кунĕпе – саламлатпăр! Урамра сивĕ-и, çумăр чашлаттарать-и, пĕртте ан пăшăрханăр, ку йăлтах вăхăтлăха. Кăмăла çĕклеме вара Юрий Терентьевăн «Мăнкун иртсен – тунтикун» кĕнекине вулама сĕнетпĕр. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2020 çулта тухнăччĕ. Кăларăма авторăн сатирăллă повеçĕсемпе калавĕ кĕнĕ. Хайлавсенчи кĕске сыпăксемпе паллашар-и?
• «Пĕрре пăхсан, нимĕнпе те уйрăлса тăмасть Касман Туртакасси ытти район центрĕсенчен: асар-писер вырнаçнă йывăç çуртсем, çырма-çатраллă, кукăр-макăр урамсем… Çав-çавах уйрăмлăхсем пурах. Туртакасси – облаçри чи аякра, илемлетмесĕр каласан, упа шăтăкĕнче вырнаçнă хула. «Хула» тесе калама та ăна пилĕк-ултă çул каялла çеç, ялăн икĕ урамĕ хĕресленнĕ çĕрте пĕртен-пĕр сарă куçĕпе мăчлатакан светофор лартсан, пуçларĕç. Çав вăхăтранпа туртакассисемшĕн светофор çĕр çинчи чи чаплă япаласенчен пĕри пулса тăчĕ…»
• «– Авланмалла сирĕн, Гавриил Апполонович, – терĕ юлашкинчен. – Шыраса пăхăр. Ветерансен çуртĕнче пĕр-пĕр ватă хĕр тупăнма кирлех. Пропискăллă пулма та май пулĕ ун чух.
– Ман пек латти-пăттисĕр тумланнă çынна кам качча тухĕ-ши? – иккĕленчĕ Двуяров.
– Çапла, – килĕшрĕ Сарлатов, – сире лейб-гварди гусарĕ теме чĕлхе çаврăнмасть. Эсир ытларах çирĕммĕш çулсенчи беспризорниксене аса илтеретĕр».
• «– Сывлăш чиркуляцине пăсса пÿрте çĕртсех ярать йĕксĕк карчăкĕ, – чĕлĕмне алла илсе каласа хучĕ Хĕлип мучи. – Тулĕк харлаттарма мĕнле чармалла ăна? Тен, çывăрнă чух çăварне мĕнпе те пулин пăкăламалла?.. Э-э, çук, апла тусан – сывлаймасть. Вилсе кайĕ тата. Вилсен пытарса расхут курмалла. Э, чим, тен, шăхлич хыптармалла? Шăхăртăр чунĕ каниччен. Шăхăрни харлаттарнинчен илемлĕрех».
• «– Уй варринче армути
çулçи çĕртрен сĕтĕрнет.
Пирĕн колхоз пуçлăхĕн
йĕмĕ çĕртен сĕтĕрнет…»
• «– Кремль сакки сарлака
Тетпĕр эпир хăш чухне.
Сакки, чăн та, сарлака,
Анчах Кремĕлĕ пĕрре…»