КАШНИ ТĔЛПУЛУ - УЯВ
КАШНИ ТĔЛПУЛУ - УЯВ
Чăваш кĕнеке издательствине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ черетлĕ тĕлпулу кăрлачăн юлашки кунĕнче Шăмăршăра пулса иртрĕ. Шăп çав кун района республика юбилейне халалланă марафон çитрĕ, çавна май Шăмăршăри Культура çуртĕнче Чăваш наци музейĕ, А.Г. Николаев космонавтăн мемориал комплексĕ, Республикăри ÿнер музейĕ выставкăсем йĕркеленĕ, Чăвашкино хăйĕн фондĕнче упранакан фильмсене илсе пынă, вырăнти пултарулăх коллективĕсем ятарлă программăсем хатĕрленĕ.
Марафона официаллă йĕркепе уçас умĕн педагогсем, библиотекарьсем тата аслăрах классенче вĕренекенсем Культура çуртĕнчех вырнаçнă тĕп библиотекăн вулав залĕнче пуçтарăнчĕç. Кĕнекеçĕсене саламласа тĕлпулăва Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану пайне ертсе пыракан А.В.Чамеев уçрĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ В.Н.Алексеев пухăннисене кĕнеке кăларас ĕç республикăра епле пуçланса, аталанса кайни çинчен кĕскен каласа пачĕ, пĕлтĕр пичетленнĕ тата кăçал тухмалли кăларăмсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Нумай пулмасть вулакан патне çитнĕ кĕнекесенчен пĕри - Виçпÿрт-Шăмăршăра çуралса ÿснĕ СССР халăх артисчĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕн В.Н.Яковлевăн «Моя жизнь - театр. Пурнăçăм - театр» альбомĕ. Валерий Яковлев тĕлпулăва пыма ерçеймерĕ, ентешĕсем валли икĕ кĕнеке парнелĕх парса ячĕ. Содержанипе те, ÿкерчĕксемпе те пуян альбомсем тÿрех алран алла куçма пуçларĕç.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Филиппович Ильбеков çырнă «Хура çăкăр» роман «Эткер» ярăмпа пичетленсе тухрĕ. Паллă писатель романпа мĕнле ĕçлени çинчен, унăн мăшăрĕ Вера Федоровна çырса хăварнине тĕпе хурса, кĕнеке редакторĕ Г.А. Антонова ?Матвеева% каласа пачĕ. Вăлах хăй редакциленĕ тепĕр кăларăмпа - Нелли Петровская çырнă «Ылхан» повеçпе паллаштарчĕ. Ку - паллă çыравçă хăварнă юлашки произведени.
Г.Антонова çавăн пекех редактор ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене те кĕскен уçса пачĕ, пĕтĕм чăваш халăхĕ юратса вулакан «Ĕмĕр сакки сарлака» романа чи малтан редакциленĕ çын хушаматне пĕлекене парне пама шантарчĕ. Кăткăс ыйтăва район хаçачĕн корреспонденчĕ Александр Николаевич Михайлов тĕрĕс хуравларĕ. Галина Алексеевна ăна хăй çырнă «Мăшăр çунат» кĕнекене алă пусса парнелерĕ.
Вулакансемпе тĕлпулăва пынă Раиса Васильевна Воробьева хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа пачĕ.
Шăмăршă районĕнче кĕнекене юратакан çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Бараев, Степан Лашман произведенийĕсене пичетлесе кăларма ыйтаççĕ, Шăмăршă районĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕ, тăван тăрăхăн историйĕпе çыхăннă кĕнекесем тухасса ĕмĕтленеççĕ.
Вулакансемпе тĕл пулма май туса панăшăн, ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн Шăмăршă районĕнчи «Централизациленĕ библиотека системи» МБУКăн директорне И.М.Тимофеевăна тата унти методика пайĕн заведующине О.Г.Тимофеевăна пысăк тав.
Г. АЛЕКСЕЕВА.