КĂМĂЛА ÇĔКЛЕКЕН ТĔЛПУЛУ
КĂМĂЛА ÇĔКЛЕКЕН ТĔЛПУЛУ
Сентябрь вĕçĕнче канма, ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне юсама-çĕнетме тăван ялне — Канаш районĕнчи Ушанара — таврăннă Станислав Сатур сăвăçа ентешĕсем Культура çуртне тĕлпулăва чĕннĕ. Станислав Николаевича вĕсем çăкăр-тăварпа, юрăпа, чечексемпе кĕтсе илнĕ, тăхăр кĕнеке авторне хисеп туса ун пултарулăхне кăтартакан стенд йĕркеленĕ.
Тĕлпулăва нумай-нумай çул каялла С. Никонорова вĕрентнĕ, класс ертÿçи пулнă Л. Яковлева уçнă, ун çинчен кĕскен каласа панă. Сăмах май каласан, тăрăшуллă ачара поэзи туртăмĕ пуррине чи малтан асăрхаканни те вăлах пулнă. Йăнăшман Лидия Николаевна, Станислав Сатур паян — тухăçлă ĕçлекен çыравçăсенчен пĕри. Сăввисенче чăвашлăх çăлкуç пек тапса тăрать.
Поэт тăван ялĕпе çыхăнăва нихăçан та татман, унăн кун-çулĕ те, пултарулăхĕ те — ял çыннисен куçĕ умĕнче. Çавăнпа тĕлпулу уйрăмах кăмăллă иртнĕ, ентешĕсем ăна ыйту хыççăн ыйту панă, вырăнти художество пултарулăх коллективĕ тăван юрăсемпе савăнтарнă.
Поэт та тĕлпулăва пушă алăпа пыман. Ентешĕсене вăл кăçал тухнă «Чĕнӳллĕ çул» тата вырăсла-чăвашла пичетленнĕ «Станислав Сатур сăввисем. Стихи Станислава Садура» кăларăмсене парнеленĕ.