Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Издана книга Владислава Николаева «Коронавирус»

Издана книга Владислава Николаева «Коронавирус»

В привычную жизнь людей в 2020 году неожиданно ворвался коварный вирус под общепринятым названием коронавирус и навел немало страха на жителей всех стран. Дошел он и до России. В стране приняли все меры предосторожности, чтобы не допустить распространение болезни: всех детей и студентов отправили на дистанционное обучение, многие предприятия и магазины начали работать через интернет...
Новинка Владислава Николаева, увидевшая свет в Чувашском книжном издательстве, как раз посвящена этой теме. Книга так и называется – «Коронавирус». Редактор – Ольга Федорова, художник – Дмитрий Литаврин. Рукопись издания стала победителем конкурса рукописей для детей и юношества в 2020 году. Конкурс проходит по Постановлению Кабинета Министров от 16 июня 2011 года.
Каждая глава в книге – это актуальные вопросы сегодняшнего дня. Герои повести, учащиеся десятого класса городской школы, обсуждают их в социальных сетях. Читатели узнают, что им не дает покоя, а именно: как пройдет ЕГЭ для выпускников школ в следующем году, если коронавирус не уйдет; хотела бы сегодняшняя молодежь жить в селе; сколько детей они готовы родить и воспитать; на какую работу пошли бы трудиться, какая зарплата их устроила бы; какая профессия будет востребована в век развития цифровых технологий…
После бурного обсуждения каждой темы в чате главная героиня повести – Жена Ильина – пишет дневник, в котором излагает свои мысли по тому или иному вопросу. Основной темой произведения, конечно же, остается первая любовь.
Книга адресована детям старшего школьного возраста.

Владислав Николаевăн «Корнавирус» ятлă çĕнĕ кĕнеки тухрĕ

Пурнăçра кĕтменлĕхсем тăтăшах сиксе тухаççĕ, пĕрне парăнтаратăн çеç, ак кур, – тепри кĕтсе те тăрать иккен. Анчах та пĕтĕм тĕнчене çавăрса илнĕ усал чир – коронавирус – тÿрех парăнма, çĕр пичĕ çинчен кайма шутламасть пулас: сарăлса та сарăлса пырать вăл. Чир ытлашши ан иртĕхтĕр тесе 2020 çулта ахаль çынсен пурнăçне чылай çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç: пурне те, шкул ачисене те, аслисене те дистанци мелĕпе вĕренме, ĕçлеме хăнăхтарчĕç, маскăпа тата перчеткепе çÿремелли йĕркене йышăнчĕç, пĕр-пĕринчен метр çурă аякра тăмалла турĕç...
Коронавирус чирĕ халиччен пуçа килмен чылай ыйту çуратрĕ, пурнăçламан ĕçе тума вĕрентрĕ. Çак тапхăрта мĕн çинчен пуç ватаççĕ-ши çамрăксем? Мĕн пăшăрхантарать-ши вĕсене? Кун çинчен нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Владислав Николаевăн çĕнĕ кĕнеки каласа парать. Ячĕ те еплерех – «Коронавирус». Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Дмитрий Литаврин. Кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2020 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Повеçри сăнарсем – вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă çамрăксем. Йĕркесене çирĕплетнĕ хыççăн вĕсем халь килĕсенче лараççĕ, социаллă тетелсем урлă пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Пурнăç кăлтăкĕсем вĕсен пуçĕнче тĕрлĕ ыйту çуратаççĕ: коронавируса пула çитес вун пĕрмĕшсемшĕн патшалăх экзаменĕсем епле иртĕç-ши, паянхи çамрăксен ялта пурăнас килет-и, çемьере пĕччен ача ÿсни лайăх-и е япăх-и, лайăх пурăнас тесен ĕç укçи мĕн чухлĕ пулмалла, роботсем, тĕрлĕ ăслă программăсем аталаннă вăхăтра ăçта ĕçе вырнаçма пулать тата ытти те. «Контактри» хĕрÿ калаçу хыççăн Женя Ильина тĕп сăнар хăйĕн шухăшĕсене пĕр тĕвве пухса кун кĕнеки çырса пырать.
«Ялта пурăнма пултарăттăм-ши эпĕ? Ку ыйту тавра нихăçан та шухшламан. Яла çулла асаннен юратнă мăнукĕ пек ăна пулăшма кайма аван, уçăлса çÿреме тата çырла пуçтарма кăмăллă паллах, анчах сăмах ун çинче мар. Пурнăçăн пĕтĕм енне курас, астивсе пăхас тесе, экспериментшăн, эпĕ ялта пурăнса пăхма хирĕç мар-ха». Е тата: «Мĕн çырмаллине те пĕлместĕп... Тен, ку, чăнах та, арçын ачасен теми, эпĕ çар теминчен аяккарах тăратăп... Йăлтах ăнланса пĕтерейместĕп...», «Карантина пула пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни çитмест пире, Интернетра, скайппа пулсан та, пупленине вара çумăн тăрса сăмахланипе танлаштараймăн...»
Паллах, кĕнекере юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Пĕрле вĕренекен Кольăпа Лизăн «Вайберти» уйрăм калаçăвĕ хайлава çепĕçлĕх кĕртет, çамрăксен пĕрле пулас ĕмĕчĕ пурнăçланас шанчăка çуратать.