Издана книга Елены Светлой «Муха-Нехочуха. Шӑрчах шӑна»
Такие сказки, как «Репка», «Курочка Ряба», «Три поросенка», становятся самыми первыми для ребенка. Каждый родитель знает их наизусть и пересказывает по-своему. Елена Светлая, автор книг «Молодость и мудрость», «Мудрые истории», «Не шутите на дороге!», в свое время тоже пересказывала их своему сыну в стихах.
Недавно в Чувашском книжно издательстве вышла новая книга Елены Светлой «Муха-Нехочуха. Шăрчах шăна» на русском и чувашском языках. Перевел на чувашский язык Юрий Семендер. Редактор – Ольга Федорова, художник – Валентина Игнатьева. В книгу вошли народные сказки «Пузырь, Соломинка и Лапоть», «Репка», «Три поросенка», «Лиса и Козел» и др. В каждой из них автор раскрывает тему сострадания, помощи близким. Открывает книгу авторское произведение «Муха-Нехочуха»:
Жила-была на белом свете муха,
Все звали эту муху Нехочуха.
Что только ей ни предлагали,
В ответ лишь только получали:
– Не буду это пить! Не буду это есть!
Не буду этому учиться! Туда – я не хочу лететь!»
«Признаюсь, что это правдивая история, которую мы переживали не только в самом маленьком возрасте. Время от времени литературная героиня порой напоминала нам о себе и своем характере», – рассказывает о создании произведения Елена Владимировна.
Но в сказке жизнь преподносит капризной мухе хороший урок. Осознает ли героиня сказки свои ошибки, расскажет книга.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Елена Светлая юмах тĕнчине йыхравлать
Елена Светлая çыравçа пĕчĕк вулакансем лайăх пĕлеççĕ, унăн сăввисемпе юптарăвĕсене юратсах вулаççĕ, авторне вара тĕлпулусене тăтăшах йыхравлаççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Муха-Нехочуха. Шăрчах шăна» сăвăлла юмахсен пуххи кун çути курчĕ. Вăл икĕ чĕлхепе — вырăсла тата чăвашла — пичетленсе тухрĕ. Кăларăм редакторĕ — Ольга Федорова, ÿнерçи — Валентина Игнатьева. Тиражĕ — 1000 экземпляр.
Пĕтĕмĕшле, Елена Светлая хайлавĕсен никĕсĕнче — пурте пĕлекен юмахсем: вырăс халăхĕн «Хăмпă, Çăпата, Улăм пĕрчийĕ», «Çарăкĕ», «Чăпар чăххи», «Тилĕпе Качака таки», акăлчансен «Виçĕ сысна çурийĕ», Ханс Кристиан Андерсенăн «Принцпа принцесси». Кĕнекене «Шăрчах шăна» автор халапĕ те кĕнĕ. Чăвашла вĕсене Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ куçарнă.
Юмахсем ырă чунлă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ, çав вăхăтрах айвансенчен тăрăхлаççĕ. «Шăрчах шăна» юмахри тĕп сăнар пĕррехинче пыл пичкине лекет.
Ик ури путать ун пыл ăшне,
Ик алли путать ун пыл ăшне,
Çунатти те çыпçăнса ларать,
Хырăмĕ те пĕтĕмпех пылра…
Тек хускалаймасть Шăрчах шăна,
Пуçĕнче — хăтăласси кăна.
Тухма пултарĕ-ши вăл унтан? Куна сăвăç питĕ хăйне евĕрлĕ кăтартса панă.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.