Издан сборник молодых авторов «Пирӗшти патне янӑ çыру»
Каждая эпоха рождает новых героев, а вместе с тем литература требует соответствующих сюжетов. На днях в Чувашском книжном издательстве увидел свет сборник произведений молодых авторов «Пирӗшти патне янӑ çыру» (Письмо ангелу). Издание адресовано детям среднего школьного возраста. Составитель – Ольга Васильева, редактор – Ольга Федорова, художник – Ирина Калентьева.
В новинку вошли рассказы, сказки и басни молодых авторов. Всего в книгу включены произведения 11 авторов: Нины Царыгиной, Екатеринаы Кошелевой, Ольги Австрийской, Инессы Шашкиной, Анастасии Владимировой, Валентины Селениной, Ирина Кошкиной, Мальвины Петровой, Анастасии Даниловой, Екатерины Устиновой, Олеси Михайловой. Многие из них являются победителями различных республиканских литературных конкурсов: «Букварьтен – илемлӗ литературӑна çити» (От букваря – до художественной литературы), «Çӗнӗ ятсем уçатпӑр. Открываем новые имена», «Çӗнӗ хум» (Новая волна) и др.
Темы, затронутые в книге разные: нужно заботиться о четвероногих друзьях, беречь природу; книга – наш лучший друг, сохранение чистоты души несмотря ни на какие трудности; как развод родителей отражается на внутреннем мире подростка и т.д.
Открывают сборник рассказы, посвященные животным, природе, книге. Далее читателя ждут басни, высмеивающие пороки общества, в рассказах описывается внутренний мир подростка, а также зарождающееся первое чувство любви.
В конце книги читатель может познакомиться с самими авторами, подарившими читателям такие добрые и красивые произведения.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
«Пирĕшти патне янă çыру» çамрăк авторсен сборникĕ пичетленсе тухрĕ
Чăваш литературин тӳпинче пултаруллă çыравçăсен ячĕсем çутă çăлтăр пек ялтăртатаççĕ. Вĕсен хайлавĕсем пин-пин çын чĕрине тыткăнланă, истори пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма-хаклама вĕрентнĕ, тен, пурнăçа та витĕм кӳнĕ, йăнăш утăмран сыхласа хăварнă. Классиксем çамрăк авторсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ, çул кăтартса пыраççĕ тесен те йăнăш мар. Яш-кĕрĕм чун ыйтнипе алла ручка тытать, аслисен ăс-хакăлне ăша хывса çырас ăсталăхне туптать-çке.
Пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательствинче аслă классенче вĕренекенсем валли «Кĕтмен юрату» хайлав пуххи кун çути курнăччĕ. Унта çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсем кĕнĕ. Нумаях пулмасть вара «Пирĕшти патне янă çыру» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна вăтам çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Ирина Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Вун пĕр авторăн калавĕсемпе юмахĕсене тата юптарăвĕсене пĕр кăларăма ăнсăртран кĕртмен. Çыракан пикесенчен чылайăшĕ анлă чăваш литературинче малтанхи утăмсем тăвать çеç-ха. Апла пулин те пурте тенĕ пекех «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Çĕнĕ хум» конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ; вĕсен хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче, район хаçачĕсенче пичетленнĕ.
«Чăваш литератури XXI ĕмĕр картлашки çине пусса хăпарчĕ. Çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕ темăсем çуратать, çамрăк авторсене чăтăмсăррăн кĕтет», — çырать кĕнекене пухса хатĕрленĕ Ольга Васильева умсăмахра. Камсем-ши вĕсем, шанăç паракансем, тăван сăмахлăха малалла аталантаракансем? Кăларăмра Нина Царыгинăн, Екатерина Кошелевăн, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинăн, Анастасия Владимировăн, Валентина Селенинăн, Ирина Кошкинăн, Мальвина Петровăн, Анастасия Даниловăн, Екатерина Устиновăн тата Олеся Михайловăн хайлавĕсемпе паллашма пултарĕ вулакан.
Çамрăк çыравçăсем тĕрлĕ çивĕч ыйту хускатаççĕ, вĕсен хуравĕсене шыраççĕ. Нина Царыгинăн калавĕпе Екатерина Кошелевăн юмахĕ чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене хӳтĕлемелли, упрамалли çинчен асăрхаттараççĕ. Чылай чухне вĕсен шăпи этем аллинче вĕт-ха. «Çапла-çке вĕсем, самантрах хăйсене кирлĕ мар пулса тăратпăр… Вĕсем пирĕн пурнăçа çăтмаха çавăрма та, тамăкпа танлаштарма та пултараççĕ», — тет Çăмламас ятлă йытă кушак çурине /Н. Царыгина «Пĕчĕкскер»/.
Типтерлĕ тытма пĕлмесен кĕнеке те хурланнине палăртаççĕ Ольга Австрийскаян хайлавĕсем. Инесса Шашкинăн юмахĕнче йăмра хур кăтартакансене хăйĕн тĕнчине илсе каять те айăпа кĕнисене явап тыттарать. Мальвина Петровăн юптарăвĕсенче пурнăçăн тӳнтер енĕсем уççăн курăнаççĕ. Анастасия Владимировăн калавĕ чи пĕлтерĕшли чунри ырăлăха упраса хăварасси пулнине пĕлтерет. Авторăн «Пирĕшти патне янă çыру» хайлавĕнчи Улькка пĕчĕкренех йывăрлăхсемпе тĕл пулать, апла пулин те хуçăлмасть, хăйне кӳрентерекенсене усал сунмасть.
Валентина Селенинăпа Екатерина Устиновăн калавĕсем тĕрлĕ паллă-ĕненӳ кулленхи пурнăçа витĕм кӳнине курăмлă тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Ирина Кошкина хăйĕн хайлавĕнче çемье арканни ача кун-çулне мĕнле улăштарнине чуна пырса тивмелле сăнласа парать. Анастасия Данилова ывăлĕ-хĕрне кĕтекен амăшĕн сăнарне куç умне кăларать, ăрусен çыхăнăвĕ çирĕппи малашлăх никĕсĕ пулнине систерет. Олеся Михайловăн хайлавĕ çутă шанăçпа, çунатлă çамрăклăхри ĕмĕтсемпе, хавхаланупа тулли.
Кĕнеке вĕçĕнче çамрăк çыравçăсемпе çывăхрах паллашма пулать — вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсемпе биографийĕсене илсе панă.
Ольга ИВАНОВА.