Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ИРТНИНЕ АСА ИЛТЕРЕТ

«Ирхине троллейбус патне пырса тăрсан çынсем калаçни илтĕнчĕ, çĕрле пасар çуннă теççĕ, ир еннелле тин сӳнтерме май килнĕ тет. Çакна илтсен Валя хăш пасарĕ тесе ыйтса тăмарĕ, çул çине чупса тухса хăлаçлансах алне çĕклерĕ. Пĕри чарăнчĕ, кун пек юрать-и вара, урапа айне лекетĕн тесе ятласа илчĕ. Çуннă пасар патне леçме ыйтсан макăрас пек тархаслакан çынна лешĕ ăнланчĕ пулас, килĕшрĕ. Пасар вырăнĕ курăнса кайсан Валя макăрса ячĕ, машина хуçи укçа илмесĕрех антарса хăварчĕ».
Ку йĕркесене Анатолий Кипеч çырнă «Укçан амăшĕ çук» кĕнекери «Типшар» повеçрен илнĕ. Тӳрех иртнĕ ĕмĕрти тăхăр вуннăмĕш çулсем аса килеççĕ. Мĕн чухлĕ çын шăпи хуçăлмарĕ пуль Ельцин патшара ларнă çав тапхăрта. Хайхи Валя та, асăннă повеçĕн тĕп геройĕ, çакăнса вилет. Чăвашсен ĕмĕртен пыракан йăлипе хăйне кӳрентернĕ, хваттерсĕр, пурлăхсăр — çап-çара тăратса хăварнă çын хапхи умне кайса çакăнать вăл.
«Чĕлхесĕр пике», «Укçан амăшĕ çук» повеçсенче пулса иртекен ĕçсем те пире тăхăр вуннăмĕш çулсенех илсе каяççĕ. Пасар самани текен тапхăра кĕнĕ, çĕршыв экономики арканнă вăхăт, Чечняри хĕç-пăшаллă хирĕç-тăрусем... Ун чухнехи выçлăха, нуша-асапа тӳссе ирттернине аса та илес килмест пулĕ.
Асăннă повеçсемсĕр пуçне кĕнекене «Шартлама», «Сăпкари ача» повеçсем те кĕнĕ. «Укçан амăшĕ çук» повеçсен пуххине Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă. Редакторĕ — Л.П. Петров, художникĕ — А.И. Алексеев.