Илья Степановăн «Чĕре юрлать» кĕнеки кун çути курчĕ

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Илья Степановăн «Чĕре юрлать» нотăланă юрăсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ — В.Н. Алексеев, ÿнерçи — Д.В. Литаврин. Тиражĕ — 1000 экземпляр. Кăларăма Н.М. Никоноров пухса хатĕрленĕ.
Илья Романович Степанов 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă. Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕреннĕ. Çĕрпӳри тата Муркашри культура çурчĕсенче баянист-аккомпаниатор пулса ĕçленĕ, каярахпа Красноармейски районĕнчи Карай, Мăн Шетмĕ, Тункă Тури культура çурчĕсенче, Ямайкасси, Мăн Шетмĕ, Карай, Кушкă шкулĕсенче музыка учителĕнче тата ача сачĕсенче музыка воспитателĕнче вăй хунă. Илья Романович хĕрĕх ултă çул халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарнă, ачасемпе çамрăксене искусствăна ăша хывма вĕрентнĕ.
И.Р. Степанов хывнă юрăсем 1970-мĕш çулсенче халăхра анлă сарăлнă. Унăн пултарулăх еткерлĕхĕ тĕлĕнмелле пуян: вăл 4000 ытла юрă çырса хăварнă, вĕсенчен 1300-ĕшĕ тĕрлĕ кĕнекере, хаçат-журналта пичетленнĕ, 800-ĕшне Илья Романович пичете пама хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ, ыттисем нота альбомĕсенче упранаççĕ тесе пĕлтерет Виктор Данилов журналист «Вăл юрăпа пурăннă» умсăмахра. Валентин Урташ, Юрий Петров-Вирьял, Юрий Сементер, Николай Карай, Николай Ыдарай тата ытти поэт сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ композитор. Вĕсене Тамара Чумакова, Иван Христофоров, Василий Раймов, Зоя Ананьева, Рена Грачева, Людмила Семенова, Ольга Терентьева тата ытти юрăç шăрантарнă. Илья Романович «Шăнкрав курăкĕ» /2011/, «Эпир çуралнă юрлама», «Кил умĕнчи хурăнсем» /2013/, «Савăк вăхăт» /2015/ юрă кĕнекисем пухса хатĕрленĕ. Шел, 2016 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Илья Романович пирĕнтен уйрăлса кайрĕ…
«Чĕре юрлать» кăларăма И.Р. Степанов юлашки вăхăтра кĕвĕленĕ юрăсем кĕнĕ. Вĕсем çĕкленӳллĕ туйăм вăратаççĕ, халăх юрри-çеммине çывăх. Ялан йышпа пĕрле пулни пултаруллă композитора çĕнĕ юрă-кĕвĕ хывма, ăсталăхне туптама пулăшнă, пурнăçпа тан утма хистенĕ. Илья Романович юрă-кĕвĕ тĕнчин сывлăшĕпе сывланă тесен те йăнăш мар. Ахальтен мар вăл хăйĕпе пĕрле пĕрмаях блокнотпа кăранташ илсе çӳренĕ, кирек ăçта та ĕçе пикенме пултарнă. Кун пирки унăн мăшăрĕ Нина Ивановна çапларах каласа панă В.Данилова: «…Пĕррехинче Сурăм вăрманне кăмпана кайрăмăр. Эпĕ икĕ витре тата пĕр кутамкка пуçтарса тултартăм. Илья Романовичăн витри вара пушахчĕ, вăл тунката çинче юрă çырса вăхăта ирттернĕ иккен…»
Çĕнĕ кĕнекере вулакансем Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Любовь Шашкина-Лĕпĕшпин, Клавдия Васильева-Тукайăкĕн, Леонид Волковăн, Чĕкеç Люççин, Николай Ункайăн, Олег Прокопьевăн, Альбина Павловăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсемпе паллашайĕç. Вĕсенче Чăваш çĕршывĕпе /«Тăван çĕршыв»/, чăваш юррипе мăнаçланни /«Чăваш юрри»/; тĕп хуламăра Шупашкара юратни çинчен пĕлтерни /«Шупашкарăм»/; тăван халăха сума суни; юратупа тăванлăх темисем /«Аттепе анне пĕрре çеç», «Ĕмĕр пĕрле пурăнар», «Сунатăп çирĕп сывлăх», «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..», «Ман çӳçĕмри çут кĕмĕле те савăн», «Мана сан пек никам та юратман»/ тĕпре. Уявсемпе çыхăннă юрăсем те пур: «Çуралнă кун», «Уяв юрри», «Сан çуралнă кун», «Мĕн парнелĕн мана, Çĕнĕ çул?»…
Кĕнекене ачасем валли çырнă произведенисем те кĕнĕ: «Ытарайми тавралăх», «Чăваш çĕршывĕ», «Юратнă анне», «Тавтапуç сана, учитель», «Манăн атте пит ĕçчен» т. ыт. Кăларăмри юрăсем кирек мĕнле уява та илем кӳрĕç, кăмăла çĕклĕç. Çавăнпа юрă пуххи аслисемшĕн те, кĕçĕннисемшĕн те паха, ача сачĕсемпе шкулсенче усă курма та вырăнлă. Музыка вĕрентекенĕсене пулăшас тĕллевпе кашни юрă патне ятарласа нотăсем илсе панă. Вĕсене Г.Я. Яковлев наборланă.