Галина Матвеевăн «Хутлă-хутлă хут кермен» кĕнеки пичетленчĕ

2020 çулта Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнине Чăваш Ен анлă паллă турĕ. Тĕрĕк чĕлхисене тĕпченĕ ученăй ятне паян тĕнчипех пĕлеççĕ. Вăл вăтăр çул хушши пухса хатĕрленĕ вун çичĕ томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» пирĕншĕн çав тери пысăк пуянлăх шутланать. Унта 56 пин ытла сăмах кĕнĕ.
Галина Матвеева çыравçă мухтавлă ентешĕмĕре халалласа «Хутлă-хутлă хут кермен» сăвăлла халап çырнă. Нумаях пулмасть вара вăл çав ятпа Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кăларăмпа пичетленсе тухрĕ. Унта ачасем валли çырнă кĕске сăвăсем те кĕнĕ. Ку кĕнеке ахаль йышши мар, кутăн-пуçăн çавăрса вуламаллискер, икĕ хуплашкаллăскер. Пĕрне уçатăн та – хайлавсене чăвашла шакăртаттарса вуласа каятăн. Кăларăма кутăн çавăрсан çав сăвăсемпех вырăсла паллашма пулать. Вĕсене Людмила Симонова çыравçă куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Михаил Николаев. Кĕнеке 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă.
«Хутлă-хутлă хут кермен» сăвăлла халап «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пуянлăхĕ, унăн чăваш чĕлхине упраса хăварас тата малалла аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ çинчен калать.
Словарьти кашни сăмах –
Ылтăн-кĕмĕл те ахах.
Пулмасан çак пурлăх манăç –
Пурăнмашкăн пур-ха шанăç.
Хайлав çăмăллăн вуланать, тӳрех асра юлать.
Кĕнеке çуркуннене сăнлакан сăвăсемпе пуçланать: «Çурхи хăна», «Вĕçсе килчĕ курак», «Пуш уйăхĕ», «Сарă кун». Кашни çаври сăнарлă, илемлĕ. Тепĕр чухне кунта çутçанталăкри пулăмсем те чĕрĕлсе тăраççĕ. Акă кĕрхи çиле еплерех сăнлать автор:
Çирĕке çил çатăрларĕ,
Хăратса тем хыпарларĕ,
Юттăн пăхрĕ юмана,
Пăркаларĕ палана.
Тепĕр сăвви «Кирлĕ мар тавар» ятлă. Мĕн пирки сăмах пырать-ши? Пĕлес килсен кĕнекепе паллашмалла.
Куçару чĕлхи те тикĕс юхса пырать, чăвашла текста çывăх.