Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ева Лисинăн «Христос çуралнă çĕр» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Ева Лисинăн «Христос çуралнă çĕр» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Ева Лисинăн «Христос çуралнă çĕр» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ ‒ В.Н. Алексеев, ÿнерçи ‒ Д.В. Литаврин. Тиражĕ ‒ 1500 экземпляр. Кăларăма Шупашкар тата Чăваш епархийĕн издательство канашĕ пичете сĕннĕ.
Е.Н. Лисина ‒ 1991‒2010 çулсенче (вун тăхăр çул хушши) Библие чăвашла куçарнă тăлмачă. Çĕнĕ кĕнекере вăл Халал çĕрĕпе (халĕ Израиль çĕршывĕ) хăй паллашни çинчен каласа панă. Унта авторăн çавăн чухнехи шухăш-кăмăлĕ уççăн курăнать: юратса, хурланса, тав туса çырать вăл. Пĕр сыпăкĕпе паллашар-ха: «Тĕлĕнмелле ‒ Вифлеем йывăç-курăк айĕнче ларать, кăштах Иудея пушхирĕ еннелле кайсассăнах çара тусем пуçланса каяççĕ. Автобус ту тавра çаврăна-çаврăна çÿлерен çÿле хăпарать. Ун чÿречинчен пăхма та хăрушă: çулĕ тăвăр, аялта ‒ тĕпсĕрлĕх... Хĕвел çунтарать, пĕр сасă та илтĕнмест. Манахсем шăпах çакăн пек вырăнсене кăмăлланă. Кунта акă V ĕмĕр вĕçĕнче ‒ VI ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă, хăйĕн таса пурнăçĕпе чапа тухнă Савва Освященный никĕсленĕ Лавра ларать. Хăй вăхăтĕнче кунта 7 пин манах кĕлтуса тăнă, çакăнта Иоанн Дамаскин святой пурăннă (эпир, христиансем, кашни кунах вăл çырнă кĕлле вулатпăр). Вĕсен келйисем, чул тăва касса-каса тунă хăвăлсем, халĕ те курăнаççĕ».
Ева Николаевна Иерусалимри чиркÿре чăваш священникĕсене курнăшăн чун-чĕререн савăнать. Кĕнекен хăйне евĕрлĕ пахалăхĕ тата акă мĕнре: тĕнчипе паллă вырăнсем çинчен çырнă чухне автор çав вырăнсене асăннипе çырлахмасть, унта мĕн пулса иртнине Библипе çыхăнтарса уçса кăтартать, çапла Турă сăмахне вулакансем патне çывăхартать. Сăмахран: «Пин-пин çул каялла ларнă хуласене курни (хăшĕсене чавса кăларнă, хăшĕсем паян кун та чиперех лараççĕ) ăс-пуçа уçать, Библире çырса кăтартнă ĕçсем-пулăмсем чĕп-чĕррĕн тухса тăраççĕ. Иерихон, Экрон, Сихем, Арад, Авдат, Лакиш, Мегиддо... ‒ мĕн кăна пулман çакăнта!.. Мегиддо патĕнче çеç мĕнле-мĕнле çапăçу пулса иртнĕ! Турăпа шуйттан хушшинчи юлашки аслă çапăçу та çакăнта пулса иртмелле-мĕн (Ÿлĕм 16-16; унта çав вырăна Армагеддон тенĕ, вăл Мегиддо тăвĕ тенине пĕлтерет)».
Çулçÿрев çинчен çав тери ăшшăн каласа парать Ева Николаевна. Çакă кашни йĕркерех сисĕнет. «Назарет урамĕсем тăвăр. Çăл патне каякан çул тăвалла хăпарать, çак çулпа Турă Амăшĕ ‒ Йăвашлăх, Тасалăх, Çутта Çуратакан ‒ çÿренĕ... Пирĕн ушкăн юрлать, хăшĕсен куççуль шăпăртатать. Урамра халăх йышлă, пурте шăп пулса итлеççĕ...»
«Христос çуралнă çĕр» кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Кăларăм аслисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те интереслĕ, усăллă пулĕ.