Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ĔМĔР АСĂНМАЛĂХ ПУРЛĂХ ХĂВАРНĂ

Шупашкарăн Атăл хĕрринчи урамĕсене çитсе курнă çын унти авалхи çуртсем çине куç ывăтатех. Вĕсенчен ытларахăшĕ Ехрем хуçа ячĕпе çыхăннă. Паян çав капăр та капмар çуртсем патшалăх хӳттинче упранакан культура палăкĕсем шутланаççĕ. Çурчĕсене курсан вĕсен хуçисем ахаль чăвашсемех пулнине ĕненес те килмест.
«Ачалăхĕ Ехремĕн тантăшĕсен ачалăхĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, — тесе çырать Алексей Студенецкий «Пытарнă мул» кĕнекере. — Вăл та кайăк йăвине аса илтерекен çăка хуппинчен тунă сăпкарах сикнĕ. (...) Ехрем упаленме пуçласан ăна кантрапа çыхса урайне янă. Ача тĕкĕшекен путексене аллипе тытма хăтланнă, симĕс куçлă кушак патнелле туртăннă, кушак чавса пĕтернĕ сăмсине мăшлаттарнă, кăмăлĕ тулсан хаваслăн çихĕрнĕ, çак вăйăсенче кӳрентерсен кăшкăрса макăрнă. Ехреме амăшĕ кăкăр сĕчĕпе тăрантарнă, çăкăр чăмлакне сĕтпе е çăмартапа хутăштарса панă. Шăлĕсем шăтсан, амăшĕн кăкăрне ыраттармаллах çыртма вĕренсен вара Ехреме сĕтел хушшине лартма пуçланă. Ехрем амăшĕн аллинчен çатăрласа тытса апата тăка-тăка çинĕ, пушаннă кашăка тăранман куçĕпе пăхса ăсатнă».
Унăн ашшĕ Еххим ял кĕтĕвне кĕтнĕ. Ашшĕпе пĕрле Ехрем те Йăшшупа Çавал хĕррипе, кĕтӳ çӳретмелли хирсемпе вăрман уçланкисем тăрăх пĕр çул кăна мар выльăх пăхнă. Кĕтӳç пушшине пăрахса ура çине çирĕппĕн тăнă Еххимпа унăн тăхăмĕсем çинчен вулама çав тери интереслĕ.
Ехрем хуçа йăхĕнчи çынсем хăйсем пурăннă чух вĕсем епле майпа пуйса кайни çинчен тем тĕрлĕ халап та çӳренĕ. Пурнăçа тытса пымалăх ăсу, чун çирĕплĕхĕ, влаçрисемпе укçаллисем хушшинче пуçа усмасăр çӳремелĕх хисепӳ пулмасан ăнсăртран алла лекнĕ мулпа нимĕнех те тăваймăн. Пурнăçра халапри пек çăмăллăнах пурлăх пухма çук. Ефремовсем обществăри картлашкасем тăрăх епле майпа хăпарса пыни «Пытарнă мул» кĕнекене вуласан аван курăнать.
2001 çулта Алексей Студенецкий вĕсем çинчен «Клад» роман-хроника пичетлесе кăларнă. Кăçал çак произведени Чăваш кĕнеке издательствинче «Пытарнă мул» ятпа чăвашла пичетленсе тухрĕ. Куçаруçи — Олег Печников. Редакторĕ — Галина Антонова.