Елен Нарпин çĕнĕ кĕнеки тухрĕ
Елен Нарпин çĕнĕ кĕнеки тухрĕ
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Елен Нарпин «Хĕл лариччен» кĕнеки кун çути курчĕ. Редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Ирина Калентьева. Тиражĕ - 1000 экземпляр.
Кăларăма Елен Нарпин тĕрлĕ вăхăтра çырнă повеçĕпе калавĕсем кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, ырăпа усал кĕрешĕвĕ, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Чун-чĕрепе ăс-пуç хирĕçтăрăва кĕрсессĕн тÿрĕ çултан пăрăнасси, пурнăç шăнăрне çухатасси те часах.
«Хĕл лариччен» повесть Сергейпа Элинăн туйăмĕсене çутатса парать. Хĕр чĕринчи юрату хĕлхемĕ савнă тусĕ çемьеленсен те, пике качча кайсан та сÿнмест. Вăл Элинăна асаплантарать, çав хушăрах пултарулăхра çитĕнÿсем тума пулăшать. Çулсем иртсен çĕнĕ вăйпа чĕрĕлсе тăнăскер савăнăç-ши е куççуль халаллĕ сăнарсене.
Пĕрремĕш юрату хăвачĕ вышкайсăр пысăк пулнине, çулсем иртсен те вăл этеме витĕм кÿнине, хăй тыткăнĕнчен вĕçертменнине çыравçă ăста кăтартса парать: «Туйăмсем вĕреме кĕнĕ тейĕн, йăлтах арпашуллă, чĕнÿллĕ, çылăхлă... Пуçăмра тан-тан тан таппи... Юрататăп... Юрамасть... Çылăх, ун мăшăрĕ пур!.. Анчах кĕлеткем те, аллăмсем те, тута та тек нимĕн те итлесшĕн мар. Пултăрин... Пултăрах... Ах-х... Вăл - ĕмĕтĕмри çыннăм. Ах-х, тĕлкĕшекен кăвар çине çара уран пуснăн йăлтах хĕмленет...»
Этемĕн унчченхи йышăнăвĕ-суйлавĕ паянхи куна тÿрремĕнех витĕм кÿрет текен шухăш калавсене кăшăлласа тăрать. Вĕсенче мистикăллă сĕм те, лирикăллă çепĕçлĕх те палăрать. Геройсен пурнăçĕнче тĕлĕнмелле ĕçсем тăтăшах пулса иртеççĕ. Асамлă хăват хутшăнăвĕсĕр мар, паллах...
Сăмахран, «Сетреслу ĕмĕрĕ» калаври Ольăпа тата Лайдăпа фольклор экспедицийĕ вăхăтĕнче арăш-пирĕш ĕç-пуç пулса иртет. Студентсем ялтан яла çÿресе ватă çынсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, юмах-халап, авалхи сăвă-юрă пуçтараççĕ. Лайдăн тантăшĕ Оля ăнсăртран чирлесе ÿкет те (сăлтавĕ çук пек туйăнать, анчах хăй вырăн çинчен те тăраймасть, пуçĕ çаврăннипе аптăрать), хĕрĕн пĕчченех çула тухма тивет. Хăй мĕнле «капкăна» çакланасси пирки чухламасть те Лайда... Автор вара вулакана хайлав пуçламăшĕнчех систерет: «Темле калама пĕлмелле мар аваллăхпа сывлать ку тавралăх. Лаштра йăмрасем те, машина-трактор çăрса пĕтермен вăрман та темĕн пытарса усраççĕ тейĕн».
«Çур çĕр хыççăнхи çулçÿрев» калавра сăнланă ĕçсем те студентсемпех пулса иртеççĕ. Пурнăçра нимĕн те йĕрсĕр-палсăр çухалманнине, пĕр пулăм тепринчен тымарланса тухнине ĕненмелле сăнлать Елен Нарпи. Эрбина пач кĕтмен çĕртен витĕр курăнакан кĕлеткене асăрхать. Старик хурăмĕллĕскер ăна илме леш тĕнчерен килнĕ иккен. «Манăн чунăм леш тĕнчере канлĕх тупаймасть. Турă умĕнчи мăшăрăм-çке эсĕ манăн. Иксĕмĕр венчет тунине пăхмасăрах аçу-аннÿ урăххине вăйпа качча панăранпа та курман сана, пĕрех пĕртте улшăнман ав эсĕ. Ĕлĕкхинчен те хитре. Килсем, Эрнисса, ман пата, е мантăн-и хăв тахçан савнă Микулана.» - тет хайхискер хĕре. Анчах мĕнле майпа хальхи Эрбина унччен Эрнисса пулма пултарнă-ха. Ку вăрттăнлăха пĕлес тесен кĕнекене алла тытса вуламаллах.
«Çÿпçе тĕпĕнчи çылăх» калав та йăнăш утăм мĕн патне илсе çитерме пултарнине сулмаклăн та витĕмлĕн кăтартса парать. «Троллейбус майри», «Çылăхлă укçа» хайлаври пулăмсем сăнарсене кăткăс суйлав умне кăларса тăратаççĕ. Тĕрĕс çулĕ пĕрре çеç. Чун хуралçин сассине итлĕç-ши вĕсем е ăссăрла туртăма парăнĕç.
Елен Нарпин кĕнеки пур ÿсĕмри вулаканшăн та - аслă классенче вĕренекен шкул ачисемпе студентсемшĕн те, вăйпитти арçын-хĕрарăмсемшĕн те, ваттисемшĕн те - интереслĕ пулĕ.