Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Елен Нарпин çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Елен Нарпин çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Елен Нарпи /Елена Петровна Чекушкина/ çыравçăн кашни хайлавне вулакансем хапăлласа кĕтсе илеççĕ, пĕр-пĕринпе сӳтсе яваççĕ. Чуна пырса тивмелле çыракан авторăн произведенийĕсем шухăша яраççĕ, пурнăç çине тарăнрах пăхма хистеççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех литература ĕçне иленнĕ Елена Петровна. Малтанхи статйисемпе калавĕсем «Тантăш» хаçатпа «Хатĕр пул» журналта пичетленнĕ. Вулакансем унăн произведенийĕсемпе «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике» журналсенче паллашма пултарнă.
Пĕрремĕш кĕнекисем – «Çумламан йăран» /2007/ тата «Салтак тӳмипе Тал пиçен» /2012/ – кĕçĕн çулхи ачасем валли пулнă. 2014 çулта «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» тухнă, 2019-мĕшĕнче – «Хĕл лариччен». Анчахрах вара Чăваш кĕнеке издательствинче «Телей патне пин çухрăм» кăларăм кун çути курчĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2021 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.
Кĕнекене икĕ повесть кĕнĕ. «Телей патне пин çухрăм» хайлавăн тĕп геройне, Этнер ятлă байкер-журналиста, пач кĕтмен çĕртен Любăпа Сашăн юратăвĕ çинчен пĕлни хăйне те пурнăçра тĕрĕс суйлав тума пулăшать. Вулакан Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçне вуланă пулсан вĕсен историне аса илетех. Тутар каччипе чăваш хĕрĕн таса юратăвĕ çинчен илемлĕ те чĕрене хускатмалла çырса панă. Любăн шăпи малалла мĕнле йĕркеленнине «Телей патне пин çухрăм» хайлав уçса парĕ. Ĕмĕртен ĕмĕре этемлĕх канăçсăрланса шыракан телейпе юрату – произведенин тĕп темисем. Çак тĕнчере çын хăйĕн вырăнне еплерех тупассине те пысăк тимлĕх уйăрнă кунта.
Пĕтĕм ĕç-пуç Этнер тавра карталанать. Вăл çул çӳреме, тĕрлĕ вырăна çитсе курма, унти çынсен пурнăçне сăнама юратать. Кирек ăçта кайсан та хăйĕнпе пĕрле фотоаппарат илет. Унăн чи çывăх юлташĕ – мотоцикл. «Çапла пĕр авка хампа хам пăтраннă хыççăн пĕчченех çула тухма шутларăм. Чим, мĕншĕн пĕччен тетĕп-ха? Мотоциклпа чухне эпĕ хама нихçан та пĕччен туйман!» – тет каччă. Çулçӳрев сăнара çĕнĕ çынсемпе паллаштарать, хăйĕн кун-çулне çĕнĕлле хаклама, татăклă йышăну тума хĕтĕртет.
«Кăпăшка пĕлĕтсем айĕнче» повесть пурнăçра ырă ĕçсем тума, япăх хăнăхусенчен пăрăнса тӳрĕ çула суйласа илме нихăçан та кая мар тесе çирĕплетет. Чĕререн ӳкĕнни вара çын кун-çулне пачах тепĕр майлă çавăрса хума пултарать. Çамрăк чухне сăвă та çыркаланă, илем тĕнчине çывăх пулнă Йынккан пурнăçĕ пĕртте хăй ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмасть, анчах çакăншăн Йынкка кăна айăплă теме çук иккен. Çĕр çине килекен çынсен шăписем тĕлĕнмелле майпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине йĕрленĕ хайлавра. Çавна май повеçре паянхи кун пулса иртекен ĕçсемпе пĕрлех пирĕн çĕршыври XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи несĕпсĕр ĕç-пуç та ӳкерĕннĕ.
Тĕп геройăн шухăш-кăмăлне асра юлмалли тĕлпулу улăштарать. Унччен ăна вĕрентнĕ учительница Ксения Николаевна каланă сăмахсем çамрăк арçыннăн чĕри варнех кĕрсе вырнаçаççĕ: «...Турă – юрату. Вăл ырă кăмăллине те, усал шухăшлине те пĕр пекех юратать. Эхер те эпир харпăрин тăрлавсăр ĕçĕсенчен писсе Çӳлтинчен пулăшу ыйтрăмăр тăк – вăл яланах пире хĕрхенет, чунăмăрсене ырăлăхпа тултарать, инкек-синкеке те сире-сире ярать. Шел, çакна чылайăшĕ ăнланмасть, хăйĕн айăпне курмасăр пурнăçри пĕтĕм шаймăк ĕçшĕн тĕнчене Пултаракана айăплать». Йынккан куçĕ уçăлать тесен те йăнăш мар. Хальлĕхе çул пуçламăшĕнче кăна-ха вăл, апла пулин те хăйĕн тĕллевне тупнăскер тек аташса каймастех тесе ĕненетĕн.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.