Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ДМИТРИЙ МОИСЕЕВА САЛАМЛАТПĂР!

Паян, юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Дмитрий Моисеев çыравçă-журналист, куçаруçă çуралнă кунне паллă тăвать. Вăл Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче çуралнă. Калайкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕнче çичĕ çул ĕçленĕ, халĕ ‒ асăннă медиахолдингăн тĕп редакторĕн çумĕ.
Д. Моисеев калавсем, пьесăсем çырать; пушкăрт, тутар писателĕсемпе драматургĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарать. Унăн хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Кĕтмен юрату» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Айгиз Баймухаметов пушкăрт çыравçин «Ан пăрах, анне!» кĕнекине те Д. Моисеевах чăвашла куçарнă. Пьесисене Çĕрпӳ хулинчи, Елчĕк, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем сцена çинче лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне Зоя Яковлева режиссер телевидени валли экранизациленĕ.
Д.Моисеев ‒ Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен союзĕн членĕ.
Эпир Дмитрий Андреевича çуралнă кун ячĕпе мĕнпур ырă кăмăлтан саламлатпăр, ĕçре ‒ хастарлăх, пултарулăхра хавхалану сунатпăр! Ĕмĕтленни пурнăçланса пытăр!