Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Дмитрий Моисеев çамрăк çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче паллă та сумлă авторсен кăларăмĕсем кăна мар, литературăра малтанхи утăмсем тăвакан яшсемпе хĕрсен хайлавĕсем те кун çути кураççĕ. Юлашки çулсенче, сăмахран, Николай Андреевăн, Ольга Васильевăн, Лариса Петровăн, Мальвина Петровăн уйрăм кĕнекисем тухрĕç. Çамрăк писательсен произведенийĕсем «Кĕтмен юрату», «Пирĕшти патне янă çыру» тата ытти коллективлă сборника кĕчĕç. Ку юхăм çирĕпленсех пырать. Унсăрăн мĕнле-ха, тăван литературăн пуласлăхĕ пирки шухăшлатпăр, пăшăрханатпăр пулсан ăна аталантарас тесе паянах тăрăшмалла, çамрăксене хавхалантармалла, вĕрентмелле. Вулакансем те çĕнĕ варкăш кĕтеççĕ.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» калав пуххийĕ пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина. Тиражĕ – 800 экземпляр. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл аслăрах ӳсĕмрисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Унта хускатнă ыйтусем кашнинех пырса тивеççĕ.
Дмитрий Моисеев 1986 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче çуралнă. Калайкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ пулнă, халĕ – асăннă медиахолдингăн тĕп редакторĕн çумĕ.
«Ют пахчари хăмла çырли» – Дмитрий Моисеевăн пĕрремĕш кĕнеки. Маларах унăн произведенийĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Кĕтмен юрату», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Виççе пайланнă ĕмĕр» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Пьесисене Çĕрпӳ хулинчи, Елчĕк, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне телевидени валли ӳкернĕ. Д. Моисеев – Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ. Хусанта, Бакура (Азербайджан) иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕсене, Иссык-Куль хĕрринчи Чолпон-Ата хулинче (Кăркăсстан) йĕркеленĕ çыравçăсен фестивальне хутшăннă.
Çамрăк çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене сăнлать, геройсене самана йывăрлăхĕсемпе «тĕл пултарать», кашни утăм пурнăçа мĕнле витĕм кӳнине, улăштарнине кăтартса парать.
Акă «Ют пахчари хăмла çырли» калаври Артем пĕррехинче юлташĕсемпе вăрра кĕрет те çакланать. Татьяна Сергеевна вĕрентекен ăна питĕ хытă ятлать. Арçын ача намăсланнипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕр. Çак кунран вăл лайăх вĕренме, пысăк çын пулма тĕв тăвать. Пĕр пăтăрмах унăн пурнăçне пачах тепĕр май çавăрса ярать…
«Ача вăййи» хайлаври Денис пуçĕпех компьютер вăййисем ăшне путнă, вĕренӳ те, пуласлăх та кăсăклантармасть ăна. Амăшĕ Лариса Васильевна пурăнма чăрмантарнăн туйăнать. Ăна хăр-хар кăшкăрать арçын ача. Пĕринче вара ывăлне пула вĕри сĕтпе хытах пиçсе каять хĕрарăм. Пĕр инкек теприне сĕтĕрсе пырать-тĕр. Тӳсме хал çиттĕрччĕ çеç амăшĕн. Кирек мĕнле ĕç-пуç та йĕрсĕр-паллăсăр иртмест. Денисăн та хăйĕн хăтланкаларăшĕсемшĕн явап тытма тиветех...
«Пăр сивви» калав тĕлĕнмелле пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ Лера çинчен каласа парать. Пурнăçне спортпа çыхăнтарма шут тытнăскер тренировкăсене пĕр сиктерми çӳрет, ыратнине шăл çыртса, куççуль кăлармасăр, нăйкăшмасăр чăтать. Тепĕр чухне пĕтĕмпех эпир палăртнă пек килсе тухмасть çав. Шăпах кун пек чух хурçă пек çирĕп пулни, шанчăка çухатманни кирлĕ те.
Мĕнлерех вăл – паянхи ăру ачи? Мĕнпе интересленет? Мĕнле шухăш-кăмăлпа кун кунлать? Мĕн çинчен ĕмĕтленет? Автор çак ыйтусен хуравĕсене пĕрле тупма йыхравлать вулакана.