Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ЧУНĔ СĔТЛĔ КӲЛĔРЕ ЧӲХЕНТĔР

ЧУНĔ СĔТЛĔ КӲЛĔРЕ ЧӲХЕНТĔР
Нумай вăхăт хушши йывăр чирпе асапланнă хыççăн кăрлачăн 17-мĕшĕнче А. Растворцев писатель, поэт, куçаруçă пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Республикăри çыравçăсемпе вулакансемшĕн çеç мар, Пĕтĕм Раççейри литература тĕнчишĕн те ку — пысăк çухату. Тарăн та анлă темăсене пысăк мар калавсене шăнăçтарса вулакан чун-чĕрине хускатакан чăн-чăн ăстаçă пулса çитнĕччĕ Андрей Васильевич. Унăн геройĕсем – мăнтăрпа иртĕхекен олигархсем е никама паллами пулнă пуçлăхсем мар — ахаль çынсем. Мĕн чухлĕ чунлăх, ăшăлăх Растворцевăн геройĕсенче. Вĕсен чĕлхи те, ĕçĕ те, савăнăçĕ те, хурлăхĕ те вулакана çывăх. Тата пĕр калавĕ те пушă мар.
Прозăра çеç мар, поэзире те ăнăçлă ĕçлетчĕ вăл. Унăн сăвви-калавĕ Раççейри, ун тулашĕнчи хуласенче тухса тăракан сумлă кăларăмсенче (электронлă журналсенче, пичет хатĕрĕсенче)çапăнса тухатчĕ, вулакансене калаçтаратчĕ, тавлаштаратчĕ. Хăйĕн вулаканĕсемпе интернетра та тачă çыхăну тытатчĕ вăл. Çĕнĕ сăвă-калава унта кăларса лартма самаях пысăк хăюлăх кирлĕ, мĕншĕн тесен çирĕпрех ыйтакан тишкерӳçĕсем мĕн килĕшменнине тӳрех çырса яраççĕ, кӳрентересрен-çиллентересрен хăраса тăмаççĕ, лайăххине лайăх теççĕ, мĕн килĕшменнине те куçранах калаççĕ. Андрей Васильевичăн кашни çĕнĕ хайлавне кĕтсе тăракан, йĕркен-йĕркен шĕкĕлчекен вулавçăсем те пурччĕ. «Сăркка» (Серый) йытă çинчен çырнă калавĕ миçе çĕр вулакан чунне тапратмарĕ-ши? Куççуль кăларать! Вуласа пăхăр-ха унăн «Шăрттан» ятлă калавне. Ялта пурăнакан чăваш хĕрарăмĕ çинчен çырнă ăна. Унта — пурнăç чăнлăхĕ, çавăнпа чуна витĕрех пырса тивет. Ăна грекла та куçарнă иккен. Хальхи вăхăтри вырăс литературинчи кĕске калавăн ырă тĕслĕхĕ вырăнне хурса хаклаççĕ. «Кирлĕ мар ылтăн» калавĕ вара интернетра çав тери хивре хумсем çĕклерĕ. Мĕнлерех тавлашусем пулса иртрĕç ку произведени тавра. Каярахпа çак хайлав «Молодая гвардия» журналта кун çути курчĕ, пĕлтĕрхи çулталăк вĕçĕнче ун авторĕ çак калавпа Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăнса «Руçăн ылтăн калемĕ —2021» диплома тивĕçрĕ. Кун пек çĕнтерӳсем Растворцевăн сахал мар пулнă. Тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ хыççăн пултарулăхне, хастарлăхне, литературăра мĕн лайăххипе мĕн япăххине çивĕч туйнине кура ăна хăйне те жюри йышне кĕртетчĕç. Çырас, çывăрас вăхăтне шеллемесĕр çĕршер-çĕршер автор произведенине вуласа хак паратчĕ Андрей Васильевич, ырă сăмахне вăхăтлă та вырăнлă каласа пултаруллă авторсем валли анлă литературăна çул уçатчĕ.
Çитĕннисем валли çыратчĕ-и вăл е пĕчĕккисем валли — пĕр пекех интереслĕ пулса тухатчĕç кĕнекисем. Республикăри çамрăк вулакансем валли писатель ытармалла мар лайăх кĕнекесем хăварчĕ. Çав шутра ик чĕлхепе пичетленнĕ «Лунная дорога. Уйăх çулĕ», «Хранители очага. Кил управçисем», «Домовенок Фока и его друзья. Управçă Хуккапа унăн тусĕсем». Аслăрах классенче вĕренекенсем валли чăвашла куçарнă калавĕсем «Шур караппăл» кĕнекере тухрĕç.
Чăваш литературине вырăсла куçаракансем сахаллансах юлчĕç те, çак ĕçе Андрей Растворцева явăçтарас килчĕ. Ман сĕнĕве хапăл тусах йышăнчĕ, 2020 çулта чăвашла çыракансен произведенийĕсене вырăсла куçарма пуçларĕ. Кĕске хушăрах Станислав Сатура çĕр сăвă куçарса пачĕ, манăнне те куçарнă. Çав куçарусенчен хăшĕсем Раççей писателĕсен союзĕн Калининградра тухса тăракан «Берега» журналĕнче пĕлтĕр пичетленсе тухрĕç. Автор мĕн каланине вулакан патне тĕп-тĕрĕс çитерес тесе икшер-виçшер вариант туса кăтартатчĕ, хăвăрт тата питĕ тимлĕ ĕçлетчĕ. Чăваш кĕнеке издательстви валли лайăх куçаруçă тупрăм тесе савăнса тăраттăм. Пĕлтĕр Петĕр Хусанкайăн ачасем валли çырнă хитре сăввисем «Ку мĕскер? Угадайте, кто?» ятпа пичетленсе тухрĕç. Тăлмачĕ — А.Растворцев. Канихвет пек илĕртӳллĕ кĕнеке пулса тухрĕ. Вăлах куçарнă «Йăпатмăшсем. Чувашские и русские народные потешки» сасăллă кĕнеке типографирен килсе çитессе кĕтетпĕр. Вăл та ăна питĕ курасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ.
Литературăра ĕçлес ĕмĕчĕсем питĕ пысăкчĕ унăн. Чирĕ кăштах лăш янă вăхăтра тӳрех пултарулăх ĕçне туртăнатчĕ. Пĕлтĕр манăн сăвăлла юмаха куçарма пуçларĕ — вĕçлеймерĕ, талантлă çыравçă кун-çулне хаяр чир вăхăтсăр татрĕ.
Андрей Васильевич çуралма та Пичет кунĕнче, 1958 çулхи майăн 5-мĕшĕнче (çав кун пĕр-пĕрне Пичет уявĕ ячĕпе яланах саламлаттăмăр), Амур облаçĕнчи Гонжа салинче çуралнă, Байкал çывăхĕнче ӳснĕ. Унта пурăнакан халăхсен йăли-йĕрки, культури, сăмахлăхĕ, кулленхи хутшăнăвĕ, унти çутçанталăк уйрăмлăхĕ Растворцев калавĕсенче уççăн курăнать, вĕсене хăйнеевĕрлĕх кӳрет, вулаканăн тавракурăмне пуянлатать. Ленинградри топографи техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче геодезист пулса ĕçленĕ. Шупашкарта 1978 çултанпа пурăннă, 138-мĕш экспедицин топографипе геодези партийĕн начальникĕ пулнă.
А.Растворцев — «За тех, кто в поле», «Свободное плаванье», «От любви до любви», «Там хлебом пахнет дым», «Полет сквозь август», «Точка возврата», «Тринадцатое полнолуние», «Шурă караппăл» тата ытти кĕнекесен авторĕ. Сăвви-калавĕ пĕрлехи сборниксенче (вырăсла та, чăвашла та) чылай пичетленнĕ. Кăçал «Ненужное золото» ятпа калавĕсен пуххи тухасса пĕлетчĕ, кĕтетчĕ. Кĕтсе илеймерĕ...
Канлĕ çывăр, Андрей Васильевич. Ырă яту манăçмĕ, ырă ĕçӳ çухалмĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, çыравçă Галина Матвеева