Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ЧУН-ЧĔРЕРЕН САЛАМЛАТПĂР!

ЧУН-ЧĔРЕРЕН САЛАМЛАТПĂР!

Паян, çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Марионелла Николаевна Тимофеева (литературăра – Мария Каçалсем) сăвăç, вĕрентекен çуралнă кунне паллă тăвать.
Вăл Комсомольски районĕнчи Йăвашкел ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкултан, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, ача садĕнче вăй хунă.
Мария Каçалсем – «Çул кăтартĕ пире анне пилĕ», «Вăй-хал кÿрет чăн юрату хăвачĕ», «Тунсăхпа юрату кĕввисем», «Чăваш йăмри» кĕнекесен авторĕ. Унăн сăввисем «Саламлăр аннĕре», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» коллективлă сборниксенче пичетленнĕ, «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă.
Марионелла Николаевнăна çуралнă кун ячĕпе мĕнпур ăшă кăмăлтан саламлатпăр, телейпе юрату, вăй-хăват сунатпăр! Поэзи çăлкуçĕ ан иксĕлтĕр. Вулакансен чĕрисене тыткăнлакан сăвăсем çуралсах тăччăр!