Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш прози тавра калаçу иртрĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче чăваш çыравçисемпе критикĕсем, литература тĕпчевçисем хальхи чăваш прозин хăйне евĕрлĕхне пăхса тухрĕç, актуаллă темăсене тата ыйтусене сÿтсе яврĕç. «Хальхи чăваш прози: унăн паянхи сăн-сăпачĕ тата аталанăвĕ» ятпа иртрĕ çавра сĕтел теми. Тĕлпулăва Чăваш Республикинчи Професиллĕ писательсен союзĕ йĕркелерĕ. Калаçу хĕрÿ иртрĕ, çыравçăсен те, литературăна тĕпчекенсен те каламалли чăннипех чылай.
– Паянхи прозаика пурнăç питĕ нумай материал парса тăрать, – терĕ чăваш халăх çыравçи Анатолий Кибеч. – Хальхи вулакана хăйĕн чун çимĕçĕ кирлĕ. Çыравçăн литературăна паянхи пурнăçа ăнланса, пĕлĕвне ÿстерсе, тавра курăма анлăлатса кĕрсе каяс пулать. Чи малтанах хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕн çырасси пирки сăмах пулмалла.
Николай Осипов критик тата литература тĕпчевçи документлă тата историллĕ хайлавсене шăрçалама лариччен автор архивсенче документсемпе тĕплĕ паллашсан, кирлĕ материала пухсан хайлав тата ĕнентерÿллĕрех пулассине асăрхаттарчĕ – унсăрăн фактсене пăсни вăй илме пултарать.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Вера Никифорова хальхи прозăна тĕплĕ тишкерет. Çавна май каласа памалли те чылай унăн. Тĕлпулура малтанах вăл паянхи прозăн шайĕ чакнине пĕлтерчĕ, сăнарлăх, сипетлĕх, символлăх çуккине, унта журналистика чĕлхи аталаннине палăртрĕ – автор тăтăшах глаголсемпе усă курать.
– Паянхи проза кĕскелсе пырать, калавра е повеçре, сăмахран, тĕп сăнарăн пĕтĕм пурнăçне кăтартса пама тăрăшни сисĕнет. Çав вăхăтрах хальхи прозăн ырă енĕсем те çук мар. Чăваш романĕ хăйĕн вырăнне çухатман – çакă пĕлтерĕшлĕ... Çамрăк авторсем – Ольга Васильева, Николай Андреев, Ольга Австрийская – чи кирлине ăша хывса хайлавĕсене кĕртрĕç, – тесе каларĕ вăл.
Çамрăк авторсене Лидия Филиппова çыравçă тата журналист та тимлĕх уйăрчĕ. Чăваш литературин пуласлăхĕ тесе шанчăк паракан çамрăксем пуррине палăртрĕ вăл. Çакна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки ирттерекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсĕ те кăтартса парать.
– Проза хайлавĕсем аван, сюжета лайăх тытса пыраççĕ, вĕсемпе ĕçлемелле пирĕн, куçран вĕçертмелле мар, – терĕ Лидия Ивановна. Çамрăк авторсем хушшинче Олеся Михайловăна, Екатерина Кошелевăна палăртрĕ.
– Хальхи проза аталантăр тесен пур çыравçăн та çанă тавăрса ĕçлемелле. Кирек мĕнле тема суйласа илччĕр, çыравçă чылай чухне мĕн патне чун туртать, çавăн çинчен çырать. Чи кирли – хайлавсем пулччăр. Чăваш литературине тĕрлĕ произведени кирлĕ, кăмăла каяканнине вулакан хăех суйласа илĕ, – çапларах пĕтĕмлетрĕ калаçăва Улькка Эльмен прозаик, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн ертÿçи.