Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш наци библиотекинче Станислав Сатур кĕнекисен хăтлавĕ иртрĕ

Чăваш наци библиотекинче Станислав Сатур кĕнекисен хăтлавĕ иртрĕ

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чаплă поэзи каçĕ иртрĕ. Хăтлă зал кунашкал лăк тулли пулнине тахçантанпах курманччĕ. Станислав Сатурăн çĕнĕ кĕнекисен хăтлавне халăх чăннипех те йышлă пуçтарăнчĕ. Харăсах икĕ кăларăм пахалани сайра тĕл пулать. Станислав Николаевич вара тухăçлăхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть – сăвă пуххи хыççăн сăвă пуххи кăларать. 2020 çулта вăл вулакансе

Мероприятие Станислав Сатурăн ентешĕсем чылаййăн пухăннă. Уява Канаш районĕнчи Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕ уçрĕ. Илемлĕ чăваш юррисем пуне «Станислав Сатур сăввисем. Стихотворения Станислава Садура» парнелерĕ. Пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательствинче «Чĕнӳллĕ çул» кун çути курчĕ. Ку – авторăн тăххăрмĕш тĕпренчĕкĕ. Поэт кунта пурнăç çулĕн философийĕн тĕрлĕ ĕренки пирки сăмах пуçарать. Çул асаилӳ, пĕлӳлĕх, çав шутрах хăвна пĕлесси патне те илсе каять, кĕтмен лару-тăрăва кĕртсе ӳкерет, тĕлĕнмелле çынсемпе, пулăмсемпе тĕл пултарать.рин кăмăлне те çĕклерĕç, савăк кулă парнелерĕç.

Станислав Николаевич ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ çак каç. Малтан сăмах илекенсенчен пĕри филологи наукисен докторĕ, Виталий Родионов профессор пулчĕ. «Сатур – манăн сăвăç. «Чăн чăвашла шухăшлама мантарнă хыççăн чăвашлăха ман сăввăмсем те çăлас çук... Чĕрем сăвăсемпе вĕрет татти-сыпписĕр, «мала ӳкен» ăна, тен, вулаяс та çук!..» – тенине тĕрлĕрен хаклама пулать. Поэт хăйне хумхантаракан шухăша кăшкăрса каламасть, чун ыратăвне сăнарлă палăртать. Поэзире тĕрĕслĕх мар, туйăм пĕлтерĕшлĕ... Сатур – шыракан сăвăç. Чăн çул çине тухса пырать вăл. Чăн çулĕ – атте-анне, тăван кил, хамăр пата каялла таврăнни», – терĕ Виталий Григорьевич.

Атнер Хузангай критик, литературовед Сатурăн хăш-пĕр сăввинче чăвашла футуризм паллисене курать. Поэтăн хăйĕн чĕлхин чиккинчен тухса çĕнĕ чĕлхе тумалла тесе шутлать вăл. Станислав Николаевич çакна никамран лайăхрах пурнăçлать-мĕн. Сăмахăн пĕлтерĕшĕсене ăнланма тăрăшни, унăн шалти пулăвне тĕпчени, сасăсемпе выляни уйăрса тăрать поэта. «Чĕлхе» сăвва, тĕслĕхрен, евĕрлев сăмахĕсемпе усă курса çырнă. «Сатур малтанхи тымарсем патне илсе пырать, тĕрлĕ ăнлавпа шухăшлать. Хăйне евĕрлĕ поэзи этимологийĕ йĕркелет вăл. Тĕпре – хĕвел, сывлăш, шыв, вут, атте-анне, çул... Унăн хăйĕн чĕлхи пур, вăл афоризмлă. Унпа сăвăç пĕлсе усă курать», – палăртрĕ Атнер Петрович.

«Тымар ыйтăвĕсем – вĕсем типсе пыни – тăршшĕпех канăçсăрлантараççĕ Сатура. Традицирен пăрăнса кайса çĕнĕ сăнар тупать вăл. Архетип шайĕнче – ачалăх, хăна-вĕрле, çухату темисем. Кĕнекесенче йывăр шухăшпа çырнă сăвă нумай. Çутçанталăка çывăх пулни, унта ăнтăлни, чун суранĕсене сиплесе сывални, Çеçпĕллĕх, тивĕçе туйса тăни – «эпĕ мар пулсан кам?» тени – сисĕнсе тăрать», – терĕ филологи наукисен докторĕ, Юрий Артемьев профессор.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Галина Антонова «Чĕнӳллĕ çул» кĕнекене пичете хатĕрленĕ. «Ман шутпа, ку кăларăма шăплăхра, пĕччен чух вуламалла, - терĕ вăл. - Кашни уçса вуламассерен хăвăн кăмăл-туйăмупа пĕр килекен сăвва тупатăнах. Мана хама килĕшекен, шухăша яракан сăвăсем унта темĕн чухлех. «Станислав Сатур сăввисем. Стихотворения Станислава Садура» кĕнеке пирки калас пулсан, мана Иосиф Дмитриев куçарнă сăвăсем паян та тĕлĕнтереççĕ. Ыйтмасăрах, хушмасăрах чи кăткăс сăвăсене куçарнă. Апла тăк вăл çав самантра сăвăçпа пĕр хум çинче пулнă. Станислав Сатурăн сăввисене куçарма ансатах мар, хăй те вăл - çирĕп ыйтакан, хăйĕн тĕллевĕсенчен пăрăнман çын. Авторĕ тимленипе, куçаруçисем тăрăшнипе аван кĕнеке пулса тухнă. Паян çак икĕ кĕнекене хакланисĕр тепĕр хăтлав та пур, - терĕ малалла Галина Алексеевна. - Пĕлтĕр Раççей Писательсен союзĕн Калининградра тухса тăракан «Берега» журналĕн иккĕмĕш номерĕнче «Берега Поволжья» рубрикăпа чăваш поэчĕсен (Юрий Сементерĕн, Галина Матвеевăн тата Станислав Сатурăн) сăввисем пичетленчĕç. Станислав Николаевичăн сăввисене Андрей Растворцев куçарнă. Паян çак уявра унăн та лармаллаччĕ, шел, хаяр чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Вăл чăваш сăвăçисем пичетленнĕ журнал номерĕн хăтлавне ятарласа ирттересшĕнччĕ, çакăн çинчен питĕ ĕмĕтленетчĕ. Мĕншĕн тесен «Берега» - сумлă журнал, унта Раççейри писательсем çеç мар, пĕтĕм тĕнчипе саланнă вырăс çыравçисем пичетленеççĕ. Пирĕн куçарусем унта тухни – авторĕсемшĕн çеç мар, писательсен пĕрлĕхĕшĕн те аван пулăм. Паян асăннă журнал хăтлавне те ирттернĕ тесе шутлăпăр. Сатур пултарулăхĕ пирки пĕтĕмĕшле калас пулсан, поэзире унăн хăйĕн сасси те, çулĕ те, хăйĕн пахчи те пур».

Филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн аслă наука сотрудникĕ Вера Никифорова та Станислав Николаевич пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ: «Сатур кашни пулăмшăн савăнма пултарать. Питĕ тарăн, хăйне евĕр поэт. Вăл çырнисенче суя çук. Хăш чухне публицистика витĕмĕ палăрать. Анчах ку сăвăçа эпир шанма пултаратпăр, ăна ĕненетпĕр. Хăш-пĕр кăларăма вуласассăн пушанса юлатăн. Сатур кĕнекисемпе паллашсассăн вара хăвна валли темскер тупатăнах, чун тулать».

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.