Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш наци библиотекинче Галина Матвеевăн бенефисĕ иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Галина Матвеевăн çуралнă кунне паллă турĕç. Пултаруллă прозаика, поэта, куçаруçа, редактора саламлама халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пухăннисенчен кашниех юбиляра ырă сăмах каларĕ, ăшă асаилӳсемпе уява илемлетрĕ.
Галина Алексеевна Матвеева (Антонова) 1957 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Урал университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1980–2006 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ, 2007–2013 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ пулнă. Сăввисем «Пионер сасси», «Коммунизм ялавĕ», «Хресчен сасси» хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Ялав», «Лик» журналсенче, коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Вăл – ачасемпе çамрăксем валли çырнă «Хамăркка» (2011), «Чăваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тăманĕ» (2016), «Мăшăр çунат» (2019), «Хутлă-хутлă хут кермен. Волшебный дворец» (2021) кĕнекесен авторĕ.
Ача-пăча литературине чăвашла куçарнă, çав шутра Л. Кадкинăн «Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка» сăвăсен пуххи, Д. Суслинăн «Юрăпи», «Димка ашшĕне шырать», «Хăрушă вăрттăнлăх», Ж. Яновскаян А.Н. Крылов академик çинчен çырнă «Карап ăсти», А. Линдгренăн «Леннебергăри Эмиль мыскарисем» кĕнекисем, ытти авторсен произведенийĕсем.
Галина Матвеева çыру сĕтелĕ хушшинче ларнипе çеç çырлахмасть. Вулакансемпе те тăтăшах тĕл пулма тăрăшать, вĕсене хăй çырнă-куçарнă кĕнекесемпе çывăхрах паллаштарать. Чăваш наци библиотеки йĕркелекен литература мероприятийĕсем те унсăр иртмеççĕ. «Чăваш кĕнеки» центрĕн ертӳçи Галина Соловьева юбиляра саламланă май ăна вулавăшпа тачă çыхăну тытнăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Г. Матвеева ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнеке ал çырăвĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерӳçи ята виçĕ хутчен тивĕçнĕ. «Мăшăр çунат» кĕнеки чи вуланаканнисен шутне кĕнĕ.
Галина Алексеевнăн бенефисĕ çыравçăсемпе редакторсене пĕр тĕвве пĕрлештерчĕ тесен те йăнăш мар. Ара, уяв хуçи хайлавсем шăрçалать кăна мар-çке, редакцилет те: Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшса вăй хурать. Миçе алçыру тухман-ши ун алли витĕр, миçе автора паха кĕнеке хатĕрлеме пулăшман-ши вăл! Залра пуçтарăннă чылай писателĕн кĕнекине шăпах Галина Алексеевна якатнă. Кашниех ăна тав турĕ, пĕрле тимленĕ вăхăта ырăпа аса илчĕ. Саламлакансен йышĕнче Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн правленийĕн ертӳçи Улькка Эльмен, Лидия Сарине, Людмила Сачкова, Раиса Воробьева, Геннадий Максимов, Нина Мокина, Светлана Гордеева, Ольга Тургай, Альбина Юрату, Нина Царыгина, Лариса Петрова, Ольга Австрийская писательсем пулчĕç.
Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хуракансем те хăйсен йышĕнче çавăн пек тимлĕ редактор пурришĕн чăннипех савăнаççĕ. Галина Алексеевна тантăшĕсене те, çамрăксене те яланах пулăшма хатĕр. Йывăрлăхсем хăратмаççĕ ăна, ĕçченскере. Ун умне кирек мĕнле кăткăс ыйту лартсассăн та ăна татса пама пултаратех. Куна издательствăн тĕп редакторĕ Валерий Алексеев та палăртрĕ.
«Мана редактор ĕçне шанса парсанах малтанхи кунсенче пуçăма вун-вун ыйту хупăрласа илнĕччĕ: мĕнле тӳрлетмелле, ĕçе мĕнрен пикенмелле?.. Професси вăрттăнлăхĕсене шăпах Галина Алексеевна уçса пачĕ. Вăл хавхалантарни, мана шанни малалла талпăнма хăват кӳчĕ», – терĕ Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова.
Галина Алексеевнăна çуралнă кунпа тепĕр хутчен саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, хавхалану сунатпăр. Çĕнĕ хайлавсем шăрçаланччăр, вулакансем вĕсене хапăлласа йышăнччăр.