Чăваш кĕнеке издательстви конкурса хутшăнма йыхравлать
Чăваш кĕнеке издательстви пирĕн кăларăмсене кăмăллакансене «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вун пĕрмĕш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ĕçсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурсăн пĕр номинацийĕпе ачасемпе яш-кĕрĕм çеç мар, аслисем те хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс пурĕ виçĕ номинаципе иртет:
«Юратнă кĕнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав».
Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Çак ĕçре Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла: вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ – 1–2 страница. Хаклавне хăш кĕнеке тăрăх çырнине, авторне палăртма ан манăр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме юрать, анчах аслă ÿсĕмрисен çакна астумалла: Чăваш кĕнеке издательствинче 2019-2022 çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене zury-lax@rambler.ru электрон почтăпа ярса пама юрать. Çырăва ăсатнă чухне «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе палăртма ан манăр.
«Юратнă хайлаври чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк».
Ку номинаципе хутшăнакансем кĕнекери пĕр-пĕр саманта ÿкерсе пама пултараççĕ. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем хак памаççĕ.
«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçе калăплакансем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.
Тепĕр хут аса илтеретпĕр: кирек хăш номинаципе тăратакан ĕçе те ачан хăйĕн пурнăçламалла, аслисем ача ятĕнчен хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла.
Уйрăм хут çине:
- номинаци ятне,
- конкурса хутшăнаканăн ячĕпе хушаматне,
- миçе çултине,
- хăш шкулта вĕреннине е ĕçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тĕрĕс),
- килти адресне,
- конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертÿçĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне,
- суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положени) Чăваш кĕнеке издательствин www.chuvbook.ru сайтĕнче паллашма пулать.