Чăваш кĕнеке издательстви – 101 çулта
ГАЛИНА МАТВЕЕВА
Чăваш кĕнеке издательствинчи ĕçтешĕмсен ячĕпе
* * *
Çĕр çул тухать чăвашăн кĕнеки,
Хальччен эпир мĕн-мĕн-ши кăларман?..
Çапах литература кĕреки
Каллех кĕтет çĕн повеç е роман.
Татах ыйтать вăл сăвă та калав,
Ача-пăча валли хитре юмах,
Сĕм авалтан упранакан халап,
Вĕренекен валли – «Тăван сăмах»…
Шанса тăрсам, юратнă вулакан:
Мĕн ыйтăн – çавă пулĕ сан умра.
Çырма та вулама кăна ан ман,
Чĕкеç сассиллĕ чĕлхÿне упра!
Чăваш кĕнеке издательствинчи ĕçтешĕмсен ячĕпе
* * *
Çĕр çул тухать чăвашăн кĕнеки,
Хальччен эпир мĕн-мĕн-ши кăларман?..
Çапах литература кĕреки
Каллех кĕтет çĕн повеç е роман.
Татах ыйтать вăл сăвă та калав,
Ача-пăча валли хитре юмах,
Сĕм авалтан упранакан халап,
Вĕренекен валли – «Тăван сăмах»…
Шанса тăрсам, юратнă вулакан:
Мĕн ыйтăн – çавă пулĕ сан умра.
Çырма та вулама кăна ан ман,
Чĕкеç сассиллĕ чĕлхÿне упра!