Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кĕнеке пичетленчĕ

«Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кĕнеке пичетленчĕ

Кашни халăхăн хăйĕн ăс-хакăлĕ, пуянлăхĕ. Çакă вара юмахсенче уйрăмах палăрать. Сăнарсем темле лару-тăрăва та лекеççĕ, çапла майпа ырри патне туртăнаççĕ. Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăх: вырăс, тутар, мăкшă, пушкăрт... – туслă, килĕштерсе пурăнать. Пурин те хăйĕн чĕлхи, историйĕ, культури – çак пуянлăх упранса юлтăр, ăруран ăрăва куçса пытăр тесен кашниех тăрăшать.
Чăваш кĕнеке издательствинче «Сказки разных народов. Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кăларăм кун çути курчĕ. Ăна Ольга Васильева калăпланă, Мария Ермолаева, Екатерина Васильева тата Наталия Андреева ÿнерçĕсем илемлетнĕ. Кĕнекене икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ, чăвашла Ирина Кошкина çамрăк çыравçă куçарнă.
– Ку манăн – пĕрремĕш куçару, – каласа парать Ирина Станиславовна. – Эпĕ тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе интереслентĕп, çавăнпа та «Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» ал çырăва тăван чĕлхене куçарма кăсăклă пулчĕ. Хайлавсемпе ĕçленĕ вăхăтра хама юмах тĕнчине лекнĕн туйрăм, шухăшсемпе ачалăха таврăнтăм. Çак кĕнекери юмахсем пĕчĕк вулакансене ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ, вĕсемпе паллашнă май хам та пурнăçра ырă туни ниçта та çухалманнине тепĕр хут ăнлантăм. «Шăши туссем» (чечен халăх юмахĕ), «Тĕвепе ашак» (таджик халăх юмахĕ), «Шăпчăк юмахĕ» (азербайджан халăх юмахĕ) тата ыттисем те пурнăç илемне туйма, туслăх пĕлтерĕшне ăнланма пулăшаççĕ. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те çак кĕнекене алла тытсан хăйсене валли кирлине ăша хывасса пĕрре те иккĕленместĕп.
Кăларăма вун сакăр юмах кĕнĕ: чăваш, вырăс, тутар, мордва, мари, удмурт, пушкăрт, украин, белорус, эрмен, азербайджан, грузи, чечен, таджик, узбек, казах, еврей, чикан халăх юмахĕсем. Вĕсене Чăваш Республикинче пурăнакансен йышне кура вырнаçтарнă. Кĕнеке чи йышлă халăх юмахĕпе уçăлать те чи сахал йышлă халăх юмахĕпе вĕçленет. Унсăр пуçне Чăван Енре вĕсем ытларах ăçта тĕпленнине, тăван чĕлхисем хăш чĕлхе çемйине кĕнине тата ыттине те кĕскен вуласа пĕлме пулать.