Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пултарулăх интеллигенцийĕпе тĕл пулчĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пултарулăх интеллигенцийĕпе тĕл пулчĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш чĕлхине, наци культурипе искусствине упрас, малалла аталантарас ыйтăва сÿтсе явма пултарулăх интеллигенцийĕпе тĕл пулчĕ. Унта вĕренÿ тытăмĕнче, массăллă информаци хатĕрĕсенче, театрсенче тата ытти çĕрте ĕçлекенсем, ÿнер, музыка училищисенче пĕлÿ пухакансем хутшăнчĕç. Унсăр пуçне тĕлпулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова килчĕç.
Çамрăксем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç: республикăри театрсем валли режиссерсем хатĕрлесси, вĕренÿ заведенийĕсенче паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ специальноçсен факультетне уçасси, чăваш чĕлхине интернетра аталантарасси, чăвашла мультфильм ÿкересси, илемлĕ кĕнекесем хатĕрлесси тата ытти те.
Олег Алексеевич кашни ыйтăва тĕплĕ хурав пачĕ, чылайăшне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрествине пăхса тухма сĕнчĕ.
Тĕлпулăва хутшăнакансем ыйтусем панипе çеç çырлахмарĕç, паянхи кун чăваш чĕлхине упрас тата аталантарс ĕçшĕн пĕлтерĕшлĕ проекчĕсемпе те паллаштарчĕç, сăмахран, Шупашкарти ÿнер училищи чăвашла мультфильмăн эскизне хатĕрленĕ, Чăваш кĕнеке издательстви вара «Йăпатмăшсем. Чувашские и русские народные потешки» кĕнеке проекчĕн презентацине ирттерчĕ.
«Ку ĕçе пурнăçлама пире Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ хавхалантарчĕ. Кăларăма чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ. Чăваш йăпатмăшĕсене тăван чĕлхепе тата вырăсла куçарăва вуласа ăша хывма пулать. Кĕнекере вырăс халăх йăпатмăшĕ те пур. Ятарлă приложенин кнопкине пуссассăн чăваш йăпатмăшĕ еплерех янăранине итлеме май пулĕ. Сасăллă кĕнекене хатĕрлеме пире Чăваш патшалăх пукане театрĕ пулăшать, çавăнпа театр ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет, – палăртрĕ ача-пăча литературин редакторĕ Ольга Федорова. – Çитес вăхăтра çак илемлĕ кĕнеке кашни пепке аллинче пуласса шанас килет».