Чăваш ачисен вăййисемпе паллаштаракан кĕнеке кун çути курчĕ

Кирек мĕнле ача та çут тĕнчепе вăйă урлă паллашать. Ача ÿсĕмне кура вăйăсем те тĕрлĕрен пулаççĕ: чи пĕчĕккисем валли – ансаттисем, аслăраххисем валли – кăткăсраххисем. Чăваш ачисен вăййисене илес пулсан вĕсенче халăхăн ĕçĕ тата кулленхи пурнăç йĕрки, тĕнче курăмĕ уççăн палăрать. Чăваш вăййисем уйрăмах календарьти йăла-йĕркепе (Сурхури, Çăварни, Сĕрен...) тата канмалли вăхăта çамрăксем еплерех ирттернипе çыхăннă (вăййа тухни, уяв туни).
Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть Людмила Ягодовăн тата Ирина Махаловăн «Чăваш ачисен вăййисем. Чувашские детские игры» кăларăм кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. Вырăсла Л.Г. Ягодовăпа О.Г. Кульев куçарнă. Редакторĕ – О.Л. Федорова, ÿнерçи – С.А. Бритвина.
Кĕнекене хатĕрлекенсем чăваш ачисен вăййисене тĕрлĕ ушкăна пĕрлештернĕ: сăмахран, шухă мар вăйăсем (малоподвижные игры), тĕл пемелли вăйăсем (игры с метанием), вăй-хала çирĕплетекен вăйăсем (игры на развитие силы, ловкости) тата ытти те. Кашни вăййăн хăйне евĕрлĕхне, ăна мĕнле вылямаллине (вăйă йĕрки) тата мĕнле хатĕр кирлĕ пулнине палăртнă.
Калăпăр, «Йăва» вăйă: «Йăва вырăнне мечĕк илеççĕ. Ачасем 5–6 м сарлакăш çаврашкана ларса тухаççĕ те мечĕке пĕр-пĕрин патнелле кустараççĕ. Çаврашка варринче чĕркуçленсе ларнă тилĕ çÿрет, йăвана тытасшăн тăрăшать. Кам патĕнчен кусса кайнă йăвана тытать, çав ача тилĕ пулать.
Вăйă йĕрки. Тиллĕн чĕркуçленнĕ çĕртен çĕкленме юрамасть.
Вăйă хатĕрĕ. Мечĕк».
Кĕнеке вĕçĕнче хушса пани пур. Унта шут сăввисене, шăпа ямаллисене, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене тата тупмалли юмахсене кĕртнĕ.
Кăларăм ача садĕнче е шкулта вăйăсемпе уявсем ирттернĕ чухне уйрăмах усăллă пуласса шанас килет.