Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем вĕренекенсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине шĕкĕлчеме, тарăн пĕлÿ илме пулăшакан вĕр çĕнĕ вĕренÿ кăларăмĕсем Чăваш кĕнеке издательствинче çулсеренех пичетленеççĕ. Кăçал та нумаях пулмасть пилĕк тĕрлĕ вĕренÿ кĕнеки кун çути курчĕ. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
Тĕрлĕ классем валли пĕлтĕр çĕнĕ кăларăмсем кун çути курчĕç. Кăçал пичетленнĕ вĕренÿ кĕнекисем – вĕсем тăсăмĕсем.
Вырăсла вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 1-мĕш классем валли 2021 çулта «Литература вулавĕ» хатĕрлесе кăларнăччĕ. Кăçал акă 2-мĕшсемпе 3-мĕшсем валли те «Литература вулавĕ» пичетленчĕ. Авторĕсем – Валентина Игнатьева, Нина Чернова, Людмила Николаева. Редакторĕсем – Надежда Вечеркина, Алина Майорова. Тĕрлĕ темăна – «Тăван шкул», «Кĕркунне çитрĕ», «Пирĕн кулленхи ĕç-хĕл» тата ытти те – пухнă хайлавсемпе ачасем чăвашла паллашĕç, ĕçĕсемпе ыйтăвĕсене икĕ чĕлхепе, чăвашла тата вырăсла, хатĕрленĕ. Вĕсене мĕнле пурнăçламаллине ятарлă паллăсемпе кăтартнă: «ыйтусене хуравла», «ĕçсене ту», «словарьпе паллаш», «итлетпĕр», «ушкăнпа ĕçлени» тата ытти те. Кашни хайлав хыççăн çĕнĕ сăмахсен вырăсла куçарăвне илсе панă, çакă текста ăнланма, ĕçе тĕрĕс пурнăçлама пулăшĕ.
Виççĕмĕш классем валли хатĕрленĕ кăларăмри хайлавсем калăпăшлăрах, словарĕ те кăткăсрах. Вĕренÿ кĕнекисене илемлĕ ÿкерчĕксем пуянлатаççĕ. Ачасем «Шкулта», «Çулталăк вăхăчĕсем», «Пирĕн çемье», «Чăваш çĕршывĕ» тата ытти темăна пăхса тухĕç, тĕрлĕ ĕç пурнăçласа пĕлĕве тарăнлатĕç.
Çавăн пекех вырăсла вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 5-мĕш, 6-мĕш тата 7-мĕш классенче вĕренекенсем валли пĕлтĕр «Чăваш литератури» вĕренÿпе вулав кĕнеки кун çути курнăччĕ. Кăçал акă Алена Ядрицовăпа Инесса Ядранская 8-мĕшпе 9-мĕш классем валли те çак линипе вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлерĕç. Авторсем палăртнă йĕркене тытса пыраççĕ: кашни пысăк темăн ячĕ ваттисен сăмахĕпе е пĕр-пĕр каларăшпа пуçланать, вăл вĕренмелли тема шухăшне пĕтĕмлетсе тăрать.
Кашни автор пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн чăвашла ăнланма йывăр сăмахсен куçарăвне панă. Унсăр пуçне литература терминĕсене вырăсла тата чăвашла ăнлантарнă. Çĕнĕ темăпа паллашнă хыççăн ачасен тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла: «Хăвăра тĕрĕслĕр», «Итлев-тăнлав (фонохрестомати), «Литература теорийĕ», «Пултарулăх ĕçĕ» тата ытти те. Кĕнеке вĕçĕнче литература ăнлавĕсен кĕске словарьне кĕртнĕ.
Унсăр пуçне чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе вĕрентекен шкулсенче усă курма Альбина Мышкина пĕлтĕр 10-мĕш класс валли «Тăван литература» хатĕрленĕччĕ, кăçал 11-мĕшсем те вĕр çĕнĕ вĕренÿпе вулав кĕнекипе тăван литературăна шĕкĕлчĕç. Унта чăваш çыравçисен хайлавĕсене темăпа килĕшÿллĕн вырнаçтарнă. Сăмахран, «Ăшă туйăмлăх – поэзи тĕп шухăшĕ» пайра Петĕр Яккусенĕн, Любовь Мартьяновăн, Петĕр Эйзинăн тата Петĕр Çăлкуçăн сăввисемпе паллашма пулать. Пай пуçламăшĕнчи «Ăслăлăх анинче», «Литература пĕлĕвĕн ыйтăвĕсем» статьясем чăваш литературинчи тапхăрсене тарăнрах ăнлама пулăшаççĕ.
Альбина Федоровна кăларăмра XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи икĕ вунçуллăх литературине те тимлĕх уйăрнă. Çакă – паянхи кун аталанса пыракан литературăпа паллашма, ăна ăнланма пулăшакан паха материал. Унта çамрăк çыравçăсен – Ольга Австрийскаян, Екатерина Александровăн, Ирина Степановăн – хайлавĕсем кĕнĕ.
Вĕренÿ кăларăмĕсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче усă курма Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.