Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ÇĂКĂР ПУРНĂÇ ХАКĔПЕ ТАНЛАШНĂ

«Пĕррехинче хĕвел анса ларсан эпĕ Пракуш патне кайрăм. Вăл ачасене урайне вырăн сарса вырттарнă. Хăй варрине кĕрсе ларнă та йăмăкне ыталаса ларать. Лешĕ куççульпех:
— Пичче-е... Пичче-ем, ман питĕ çăкăй çиес килет. Атя санпа колхоз пекайни патне. Унта çитсе шăйшине çеç шăйшласа килей хуть, — тесе йĕрет.
Эпĕ ăна хĕрхеннипе чăтаймасăр:
— Атя пĕрле каятпăр, — терĕм.
Чĕтрекен хурлăхлă сассипе мана:
— Унта çăкрине курсан пушшех йĕрет вĕт вăл, — тет Пракуш.
— Çук, йĕместĕп, куйсан та ыйтмастăп. Вăл ака тăвакансем валли вĕт. Пийе унта ĕçлекен Наçтаç аппа лайăх ăнлантайса пачĕ кăнтăйла. Эпĕ халь ун шăйшисĕй пĕйех çывăяймастăп. (...)
Пекарня пирĕнтен аякра марччĕ. Ун патне çите пуçласанах Лисук тарăнраххăн сывласа çăкăр шăршине шăршлама пуçларĕ. Шалта, кантăк умĕнче, чăн та, тăватă çăкăр выртать. Пĕлнĕ апăрша чунĕ унта çăкăр пуррине. Лисук йĕме чарăнса кантăк çумне пырса çыпçăнчĕ те тахçанччен шалти çăкăрсем çине пăхса тăчĕ. Пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем шăрçа пек куса-куса анаççĕ. Ун чухне ялта никам та тăраниччен çăкăр çисе курман пулин те пекарньăри пĕр хутлă кантăк хӳтлĕхĕнчи çăкăра никам та тĕкĕнмен. Çав пекарньăна çурри ытла çĕр айне чавса тунăччĕ. Унăн тăрри çĕр çумĕнчен метра яхăн çеç çĕкленсе тăратчĕ. Эпир Лисука йăтса илсе пекарня тăррине лартрăмăр. Часах ача çăкăр шăршипе киленсе-манăçса çывăрса кайрĕ».
Ку йĕркесене Юлия Николаевăн «Вăрçă çăкăрĕ» кĕнекинчен илнĕ. Вăл тин çеç Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Кĕнекене Галина Антонова пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ те вăлах. Тиражĕ – 800 экземпляр.
Юлия Николаева произведенийĕсене паянхи вулакансенчен нумайăшĕ пĕлмест. Çыравçă Куславкка районĕнчи Муркар ялĕнче 1926 çулхи юпа уйăхĕнче çуралнă, вăрман хуçалăх инженерне вĕренсе тухнă, ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй суйласа илнĕ специальноçпа ĕçленĕ. Тăван тавралăхпа çутçанталăка юратнисĕр пуçне литературăна та ачаранах кăмăлланă, 1980-мĕш çулсенче хăй те повеçсемпе калавсем çырма пуçланă. Вĕсене «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсем кăмăлласах пичетленĕ.
«Вăрçă çăкăрĕ» кĕнекене çак ятлă калавсăр пуçне «Тăманлă хĕл», «Инкеклĕ телей» повеçсем, «Уяв умĕнхи шухăшсем», «Тăманлă хĕл», «Çимĕк кунĕнчи тĕлпулу», «Юлашки самантчен», «Алăк айĕнчи укçа», «Икĕ туй» калавсем кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи пурнăçа сăнласа панă. Вуланă майăн вăрçă нуши-асапне, инкекне тӳссе ирттернĕ фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, тăлăха юлнă ачасен çирĕплĕхĕнчен, паттăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕн.
Çĕнтерӳ мĕнле йывăрлăхпа килнине нихăçан та манма юрамасть. Çак тĕллевпе хатĕрленĕ «Вăрçă çăкăрĕ» кĕнекене.
Галина МАТВЕЕВА