БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЮРИЙ АРТЕМЬЕВ
Паян пирĕн редакци хăни ‒ Чӑваш Енри паллӑ критик, литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РФ професси енӗпе аслӑ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Юрий Артемьев. Вăл – нумай кĕнеке тата монографи, 300 яхăн тишкерÿллĕ статья-рецензи авторĕ. Критик чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн ĕçĕсем «Дружба народов», «Волга», «Филологические науки», «Литературная Россия» тата ытти журналта пичетленнĕ. Ю.М. Артемьевăн паллăрах кĕнекисем: «Этем тивĕçĕ», «Пурнăç чăнлăхĕпе сăнарсен илемĕшĕн», «Ытарайми пурнăç тĕсĕсем», «Ирĕк шухăшсем», «XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературин очеркĕ», «Ĕмĕр пуçламăшĕ», «Страсть к полемике», «Чăн тÿпере çич çăлтăр», «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие»… Антуан де Сент-Экзюперин «Пĕчĕкçеç принцне» те французларан чăвашла вăлах куçарнă.
1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Куна ыйтсан шухăш çиппи самантрах вырăс критикĕн Аполлон Григорьевăн шухăшĕпе сĕртĕнсе тĕвĕленчĕ: «Пушкин – наше всё» тенипе. Илемлĕ литература сăнарĕсемпе пĕтĕмлетÿллĕ ÿкерчĕксем пурнăç саманчĕсемпе сулăм-юхăмне, тĕрлĕ лару-тăрăвне пусăмлатса, курăмлăрах туса, вырăнлă илемлетсе-«тасатса» кăтартаççĕ. Ку – чи хаклă чун апачĕ. Çыннăн чун çук текенсем те пур. Унашкаллисен тĕпре – хырăм нуши (тутлă та тулăх апат). Тепĕр чухне илемлĕ сăмах ăсти (ăрăмçи) пурнăç картса пÿлнĕ «чикĕсенчен тухса», Çĕр туртăмне çĕнтерсе вĕçме вăй çитерсен вулакан чунĕн сиплевçи, чунне шанчăк хываканĕ, çывăх тусĕ пулса тăма пултарать. Кунтан хакли çук. Çак эмеле чăн-чăн сăмах ăрăмçисенчен çеç кĕтсе илме пулать, тем чухлĕ укçапа та илейместĕн!
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Тепĕр чух çутçанталăк ытамĕнче уçăлса çÿренĕ чух чуна хĕлхем ÿкет, пĕр-пĕр хитре калав е сăвă чĕртсе яма пултарать. Тĕрлĕ ÿнер ăстисен, философсен пурнăçĕпе паллашни нумай парать, ют чĕлхесемпе (манса каясран) тăрмашни те творчество вăранасса систерме пултарать.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Константин Иванов, Петĕр Хусанкай… Юрий Скворцов, Хветĕр Уяр…
Юрий Санран, Борис Чиндыковран, Арсений Тарасовран, Геннадий Максимовран «хĕвре упракан» сăмахĕсене кĕтетĕп.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Вĕсен списокĕ кунта вырнаçмасть.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Константин Васильевич Ивановпа, мĕншĕн тесен вăл хăй хыççăн хăварнинчен ытларах (вăрттанлăхне) хăйпе илсе кайнă. Ку – вун-вун пинрен пĕрре тĕл пулакан талант.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Догма пек хытса ларнă девиз çук, тĕрлĕ вăхăтра кăмăл-туйăм, сывлăх, лару-тăру еплерех пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, хама яланах тÿрĕ кăмăллă пулма хистени пур. Ку вăл япалана хам майлă куратăп, туятăп, ăнланатăп – çавăн пек хаклас тенипе çыхăннă (сĕтĕрекен вăкăр!).
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Ытларах чухне çырса пăрахсан кăштах вырттарса сивĕтетĕп те каллех хам тепĕр хут «паллашатăп».
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.