БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВЛАДИСЛАВ НИКОЛАЕВ
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВЛАДИСЛАВ НИКОЛАЕВ
Пирĕн редакци хăни паян – Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тĕрлĕ çулсенче вăл «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013–2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачĕ кăларса тăнă. 2018 çултанпа – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ.
Владислав Николаев – Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ. «Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем» (2010), «Хула хĕрачи» (2016), «Дипломлă Тиха» (2017), «Манăн атте – çулçă» (2020) кĕнекесен авторĕ. «Кĕтмен юрату» коллективлă сборника унăн «Кӳршĕ хĕрĕ» калавĕ кĕнĕ.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Вăхăта усăллă та лайăх ирттермелли, кăткăс ыйтусене çĕклемелли тата татса памалли мел.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Тĕрлĕрен: сăмах, шухăш, шăпа, кăсăк лару-тăру. Лайăх шухăш килет те пуçа – çырас килет. Пĕр-пĕр çын шăпи кăсăклантарса ярать те – каллех çырас килет. Тепĕр чухне такам пит аванах мар çырнă текста вулатăн та – тарăхса кайнипе вулакансене киленсе вуламалли калав-повесть, сăмахĕсем юхса пынăн туйăнмалли текст çырас килсе каять. Е пĕр-пĕр кăсăк лару-тăрăва лекетĕн, е юлташсем каласа параççĕ – çийĕнчех алла калем тытас килет.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Унашкаллисем питĕ нумай. Поэтсенчен – Михаил Лермонтов, Николай Гумилев, Сергей Есенин, Осип Мандельштам, Анна Ахматова, Марина Цветаева, Петĕр Хусанкай, Петĕр Яккусен, Петĕр Эйзин тата ыттисем те, уйрăммăн çавах та Владимир Высоцкий ятне асăнас килет. Прозаиксенчен – Антон Чехов, Михаил Шолохов, Сергей Довлатов, Валентин Распутин, Алексей Иванов, Эрих Мария Ремарк, Пауло Коэльо, Харуки Мураками, Дэн Браун, Илпек Микулайĕ, Никифор Мранька тата ыттисем те, уйрăммăн асăнмалли çыравçă – Михаил Веллер. Драматургсенчен – Александр Островский тата Николай Терентьев.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Нумай çеç мар, питĕ нумай юратнисем: «Мастер и Маргарита» (Михаил Булгаков), «Жизнь взаймы» (Эрих Мария Ремарк), «Унесенные ветром» (Маргарет Митчелл), «Приключения майора Звягина» (Михаил Веллер), «Алхимик» (Пауло Коэльо) тата ыттисем те.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Халь пурăнакансенчен – Пауло Коэльопа тата Михаил Веллерпа. Пиртен уйрăлса кайнисенчен – Константин Ивановпа тата Çеçпĕл Мишшипе.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух – çырмалла, ĕçлемелле, пурăнмалла.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Юлташăмсене вулаттаратăп (тепĕр чухне никама кăтартмасăрах редакцисене яратăп) – ку прозăпа юптарусем пирки. Пьесăсене чи малтанах çывăх тусăма Станислав Васильев режиссера кăтартатăп. Маншăн аслă ăрури çыравçăсен шухăшĕ питĕ кăсăк – Арсений Тарасовăн, Василий Кервенĕн, Виталий Станьялăн тата, паллах, Станислав Васильевăн.