БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВЛАДИМИР СТЕПАНОВ
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВЛАДИМИР СТЕПАНОВ
Пĕр-пĕр кĕнеке вуласа тухнă хыççăн чылай чухне çыравçăсемпе те çывăхрах паллашас килет пирĕн. Мĕн хистет-ха писательсене çырма, вĕсен пурнăçĕнче литература мĕнле вырăн йышăнать?.. Чăваш кĕнеке издательстви кĕске интервьюсен ярăмне пуçарса ярать. Хамăр авторсене 7 ыйтăва хуравлама сĕнĕпĕр.
Пирĕн редакцин пĕрремĕш хăни – Владимир Степанов прозаик тата журналист, «Малая Родина» Пĕтĕм Раççейри XVI конкурс финалисчĕ («Удивительные животные Чувашии. Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем» кĕнекешĕн). Владимир Васильевич çавăн пекех ‒ икĕ кăларăмран тăракан «Тенкри хĕçĕ» роман-этнофэнтези авторĕ.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература – аталанăвăн палли, этемлĕхĕн сĕм авалхи çулташĕ. Литература этем ăс-хакăлне пултарулăхлă-тфорчествăллă аталантарать. Сăмахран, пурнăç юхăмне этеме литература вĕрентет, ĕç-пуçа тишкерме, ыйтусене сÿтсе явма каллех вăл пулăшать. Литература пĕлтерĕшĕ математикăран вăйлăрах.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Мĕнле те пулин ĕç-пуçа, пулăма, саккунлăха модельлеме май пани, пулман япалана чăнлăх пек кăтартни, çавна май çĕнĕ чăнлăх çуратни.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Чăвашсенчен çеç кăтартатăп. Поэт – Петĕр Яккусен, прозаик – Мĕтри Кипек.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Вĕсем нумай, список çĕнелсех, анлăлансах пырать. Пĕр кĕнекене кăна уйăрма çук, кашни хайлав тĕнче уçлăхĕнчи çăлтăр пек, вĕсем вара шутсăр-виçесĕр.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Михаил Федоровпа, «Арçури» поэма кăткăслăхĕ илĕртет.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Пурнăç техĕмĕ – опыт.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Никама та паллаштармастăп. Пурин сĕнĕвĕ те пĕлтерĕшлĕ.
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.