БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАСИЛИЙ КЕРВЕН
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАСИЛИЙ КЕРВЕН
Кĕске интервьюсен ярăмне малалла тăснă май Чăваш кĕнеке издательствин тепĕр авторĕпе паллаштаратпăр сире. Паян Василий Кервене (Кошкин) сăмах парăпăр. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пичетленме пуçланă. Тĕрлĕ çулта «Пионер сасси» хаçатра, «Хатĕр пул», «Çилçунат», «Тăван Атăл» журналсенче, Чăваш писателĕсен союзĕнче литконсультантра ĕçленĕ. Вун пилĕк çул ытла Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ пулнă, студентсен литература пĕрлешĕвне те ертсе пынă. В.Г. Кервен ‒ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, поэт, прозаик, критик, куçаруçă, журналист. Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна РСФСР Писательсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă. Паллăрах кĕнекисем: «Туйăм», «Хĕври хĕвел», «Çынсем», «Асамлă мăлатук», «Ăс парать саспалли», «Асамлă алăксем», «Аслати чечекĕ».
1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Илемлĕ литература вăл – пурнăçăн тупсăмне шырани. Ырăлăха, çынлăха туйтарса этем чунне пархатарлăх кÿресси.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Пурнăç. Çут тĕнче илемĕ. Çынсем пĕр-пĕрне ăнланманни. Пĕртанлăх çукки, уншăн çине тăманни.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, Ф.И. Тютчев, Петĕр Хусанкай… Л.Н. Толстой, И.С. Тургенев, А.П. Чехов, Ги де Мопассан, Эмиль Золя…
Чăваш поэзийĕ юлашки вăхăтра япăхланни пăшăрхантарать. «Тăван Атăл» журналта юлашки çулсенче тухнă ярăмсенчен (поэмăсенчен) чылайăшĕ çавна çирĕплетет. Çыракансем хушшинче çамрăк арçынсем çукпа пĕреххи пирĕн халăх хавшанине пĕлтерет. Вырăссем хушшинче шай улшăнман. Ытти республикăсенче те яш-кĕрĕм илемлĕ литературăран писмен.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Вĕсем нумай. А.П. Чеховăн «Ванька» калавне вуламассерен куççуль тухать.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Петĕр Хусанкая, Юрий Айташа сăввăмсене кăтартнă пулăттăм. Пĕри мана ача чухнех тĕл пулса тăнланă май поэзи мĕнне лайăх туйтарнă, тепри начар çырма юраманнине астутарсах тăнă.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Начар сăвăсене чун ан чăттăр! Çавна курах эпĕ «Тăван Атăл» журналта юлашки çулсенче тухнă «сăвă-поэмăсене» уççăнах питлерĕм. Мана çавăншăн хăйсен тăшманĕ вырăнне хуракансем те тупăнчĕç. Василий Кервене сăмах памалла мар тесе радиона, телевидение шăнкăравлама именменнисем те пулнă.
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Эпир час-часах Николай Исмуковпа канашлатпăр, мĕн килĕшнипе килĕшменнине пĕр-пĕринчен пытармастпăр.