Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАЛЕРИЙ АЛЕКСЕЕВ

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕ – Чăваш кĕнеке издательствишĕн паллă кун. Кăçал вăл йĕркеленнĕренпе 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май паян пирĕн редакци хăни – издательствăн тĕп редакторĕ Валерий Алексеев. Унăн журналистикăри псевдонимĕ – Алексин. Валерий Николаевич Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче çуралнă. Литературăпа журналистика енне туртăнма шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă. Канаш районĕнчи «Коммунизмшăн» (халĕ «Канаш»), республикăри «Пионер сасси» (халĕ «Тантăш») хаçатсенче, «Капкăн», «Ялав» журналсенче, коллективлă сборниксенче сăвă-калав чылай пичетленĕ, 1971 çулта «Пионер сасси» хаçат лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче киноискусствăпа кăсăкланма тытăннă. Каярахпа, Чăваш телевидени студийĕнче ĕçленĕ хушăра, культура çыннисем çинчен фильм-портретсем ÿкернĕ, Чăваш Республики çинчен телекăларăмсем хатĕрленĕ. Валерий Николаевичăн статйисем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта кăна мар, Мускаври «Парламентская газета», «Клуб» изданисенче, Хусанти «КРИС» хаçатра пичетленеççĕ.
В.Н. Алексеев редакциленипе Чăваш кĕнеке издательствинче çĕршер кăларăм кун çути курнă. Вăл – «Книга остается с нами» сборника пухса йĕркелекенĕ, «Тÿсĕмлĕх чунра-юнра» кĕнеке авторĕ. Издательствăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне «Книга и время» кĕнекене пичете хатĕрлекенĕ те Валерий Николаевичах.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Пурнăç хăш чух йывăр, хăш чух çăмăл та илĕртÿллĕ. Литература ун вăрттăнлăхĕсене кăштах та пулин ăнланса илме пулăшакан тĕпчев пек туйăнать.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Хавхалану – санран килмен япала. Ним систермесĕр вĕçсе анать те хăй йăвине çĕклесе каять. Г. Фомиряков хăй кĕнекинче ăна куçран пăхса тăмасăр, нимле хавхаланмасăрах тухăçлă ĕçлеме вĕрентет. Юлашки вăхăтра çакă «хавхалантарчĕ».
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Петĕр Хусанкай, Алексей Воробьев, Геннадий Айхи, Петĕр Эйзин, Любовь Мартьянова, Хветĕр Уяр…
4) – Юратнă кĕнеке.
– Валентин Распутинăн повеçĕсем, Василий Шукшинăн калавĕсем, Владимир Солоухинăн «Созерцание чуда» кĕнеки.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Çеçпĕл Мишшин сăран хуплашкаллă хура тетрадь пулнă теççĕ, Константин Ивановăн та çырнисен пĕр пайĕ çухалнă. Алçырусем çунмаççĕ, ку паллă. «Ăçта выртаççĕ-ши çав хутсем?» – тесе ыйтнă пулăттăм хуçисенчен.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Çÿрекен çын çÿрме çиет.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Халиччен никама та вуласа пăхса хакла-ха çакна тесе каласа курман.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.