Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАЛЕНТИНА ТАРАВАТ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАЛЕНТИНА ТАРАВАТ

Паян пирĕн редакци хăни – Валентина Тарават сăвăç, прозаик, куçаруçă, композитор. Вăл – Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чĕмпĕр облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ тата нумай конкурс лауреачĕ. .В.Н. Тарават – 27 кĕнеке, 100 ытла юрă авторĕ. Хайлавĕсем Мускавра, Саратовра, Хусанта, Шупашкарта, Чĕмпĕрте тата ытти çĕрте пичетленнĕ. Çамрăксемпе ачасем валли кăларнă кĕнекисен йышĕнче: «Ĕçчен мăнук», «Уяв парни», «Хура хăлха», «Тавçăруллă Марине», «Кил ăшши», «Ÿссе çитĕн хăвăртрах. Поскорее подрастай», «Ытарайми çĕршыв», «Аякри сасă», «Ырă кăмăллă Рая. Добрая Рая», «Асамлă çăмха. Волшебный клубочек» т. ыт. те. Унăн хайлавĕсем «Саламлăр аннĕре», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ» коллективлă сборниксене те кĕнĕ.

1. ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн – пурнăç кĕнеки…
2. ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Çутçанталăк, май пулнă таран панă пултарулăх. Чун-чĕре ыйтни. Вулаканăн шухăш-кăмăлĕ.
3. ‒ Юратнă поэт, прозаик.
– Эп хаклакан поэт, прозаик чăвашсен хушшинче те, вырăссен хушшинче те пĕрре анчах мар.
4. ‒ Юратнă кĕнеке.
– Кĕнекене хам валли унран мĕн усăлли илме пултарнă тăрăх хаклатăп. Маншăн тĕшши интереслĕ. Ун пек кĕнекесем сахал мар.
5. ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Писательсен пухăвне кĕтетĕп. Унта чуна çывăх çыравçăсене курма май пур. Вĕсем пĕрре анчах мар.
6. ‒ Пурнăç девизĕ.
– Çынлăха çухатас марччĕ.
7. ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Мăшăра. Вăл усăллă канашсем пама пултарать.