БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАЛЕНТИНА СЕЛЕНИНА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ВАЛЕНТИНА СЕЛЕНИНА
Пирĕн редакци хăни паян – Валентина Селенина çамрăк çыравçă. Вăл республикăри «Ачапча», «Тантăш», Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатсемпе, «Самант» журналпа çыхăну тытнă. Халĕ – «Тантăш» хаçат, «Тетте» журнал корреспонденчĕ. Унăн «Вупăр палли» калавĕ «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборникра кун çути курнă.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Эпĕ сĕт юрататăп. Тин çеç суса кĕнине, ăшăскерне. Хальлĕхе ялта пурăннăран ирпе те каçпа тутлă сĕт ĕçме май пур. Ĕнер ĕнесене пукраран укол турĕç. Пилĕк кун сĕт ĕçме юрамасть терĕç... Мĕнлерех кулянатăп, пĕлесчĕ сирĕн!
Литературăпа сĕте танлаштарни тĕрĕсех-ши? Çавах çакна калăп: сĕтсĕр пурăнма йывăр, литературăсăр аплах мар. Пĕр кĕнеке вулама пуçласан çĕр çывăрми, çине-çине темиçе хайлав шĕкĕлчеме пултаратăп. Пĕр çырма пикенсен ĕмĕтсĕррĕн шурă хута хурататăп (кăваклататăп – кăвак пастăпа). Литература савăнăç кӳрет – çирĕппĕн калатăп, анчах эпĕ сĕтпе чирлĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Чăн пулнă савăнăçлă историсем хавхалантараççĕ.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– О-о-о! Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, О. Генри, Джек Лондон, Георгий Краснов, Мария Ухсай, Нелли Петровская, Елен Нарпи...
4) – Юратнă кĕнеке.
– «Этногенез» литература сериалĕ, Джеймс Боуэн «Уличный кот по имени Боб», Джек Лондон «Любовь к жизни», Михаил Лермонтов «Герой нашего времени», Нелли Петровская «Шурă лили», Алексей Талвир «Пăва çулĕ çинче», Никифор Мранька «Ĕмĕр сакки сарлака», Куçма Турхан «Сĕве Атăла юхса кĕрет», Мария Ухсай «Кăра çилсем».
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Эпĕ хальхи çыравçăсемпе тĕл пулса калаçма май пурришĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Вĕсен шутĕнче – Елен Нарпи, Лариса Петрова, Ольга Австрийская, Ольга Васильева.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Кулăш – нумай инкекрен çăлакан (сиплекен) эмел.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Никама та. Шкул вăхăтĕнче аннене вулаттараттăм. Халь хăш-пĕр чухне хам та иккĕмĕш хут вулама хăратăп – çурса пăрахасран е пулă хучĕ тăвасран.