БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: СВЕТЛАНА АСАМАТ
Пирĕн редакци хăни паян – Светлана Асамат сăвăç, юрăç, композитор. Чăваш Респбликин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Уляновск облаçĕн И.Я. Яковлев ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. Раççей Федерацийĕн Писательсен тата Журналистсен союзĕсенче, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕнче тăрать. С.В. Асамат – нумай кĕнеке авторĕ. Ачасем валли çырнă сăввисем «Çумăр ташши», «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк», «Алфавит», «Малышня» кĕнекесене кĕнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Урам вăранчĕ. Улица проснулась» сăвă пуххийĕ Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Чи вуланакан кĕнеке» конкурс дипломне тивĕçнĕ.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Пурнăç тĕрекĕ: вулани те, çырни те.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Çăлкуçа юхма мĕн хавхалантарать? Юхас килни, ăна Çĕр-амăшĕ юхма яваплани. Мана та çавах. Çырас килни, хамăн шухăш тавра вулаканпа канашлас килни.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Татса калаймастăп. Литература кăшăлĕнче чипер чечек нумай. Килен те килен, шăршла та шăршла, тĕлĕн те тĕлĕн, вĕрен те вĕрен.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Кăмăла тивĕçтерекен, ăса хумхантаракан кĕнеке сахал мар. Тапхăрăн-тапхăрăн пĕрне е теприне ăша хыватăн.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Никампа та. Вĕсем сĕре ăслă. Эп вĕсенчен хам айван пулнăшăн вăтанăттăм.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Асанне каларăшле: «Ир тăрсан ирĕклĕ пул, каç выртсан канлĕ пул».
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Пичетрен тухнă кĕнекене чи малтан аттене парнелетĕп. Савăнтăр, вăл – ман атте пулнăшăн, эпĕ – ун хĕрĕ пулнăшăн. Сĕнӳ паракансем – редакторсем. Тав вĕсене тимлĕ пулнăшăн.
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.