БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: РИММА ПРОКОПЬЕВА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: РИММА ПРОКОПЬЕВА
Пирĕн редакци хăни паян – Римма Прокопьева çыравçă, журналист. Вăл Шупашкар районĕнчи Ваçликасси ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан чăваш литератури кафедринче ĕçлеме юлнă. 1990–1992 çулсенче Чĕмпĕр облаçĕнчи Синкĕл педучилищинче чăваш чĕлхипе ача-пăча литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн «Хыпар» хаçатăн наци политикипе культура пайĕн корреспонденчĕ пулнă, «Тантăш» хаçатра вăй хунă. Халĕ «Народная школа. Халăх шкулĕ» журналта ĕçлет.
Р. Прокопьевăн хайлавĕсем «Хатĕр пул» («Çилçунат»), «Тăван Атăл» журналсенче, «Аван-и?», «Хыпар» хаçатсенче, «Çӳл тӳпере çич çăлтăр» сборникра, «Чăваш литературин антологийĕнче» (Поэзи) пичетленнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Пĕртен-пĕр юр пĕрчи», «Сар хĕвел хĕрелсен» кăларăмĕсем кун çути курнă. Ку кĕнекесен алçырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕсенче çĕнтернĕ (2014, 2017).
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература вăл – сăмаха ĕмĕрлĕхе куçарни. Вăхăта пăхăнман тĕлĕнмелле сăмах хăвачĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Тĕлĕнӳ. Вăл чĕрене ыраттарать та-ха, алла ручка тытма хистет. Эп çырни чи малтанах хамшăн интереслĕ пулмалла. Тĕлĕнӳ çук пулсан эп ларса çырмастăп та.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Юратнă поэтсем – Петĕр Эйзин, Петĕр Яккусен, Любовь Мартьянова. Прозаиксенчен – Борис Чиндыков.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Юратнă кĕнеке чылай. Атте питĕ нумай кĕнеке илсе килсе вулаттаратчĕ. Халь тӳрех Владислав Титовăн «Всем смертям назло» кăларăмĕ аса килчĕ. Ку произведенин идеи питĕ вăйлă, пурăнма хавхалантарать. Унсăр пуçне Ева Лисинăн «Çĕньял ачисем» кĕнеки кăмăла каять.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Борис Пастернакпа. «Гефсиман сачĕ» сăвăшăн тав тунă пулăттăм ăна.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Юратса пурăнасчĕ! Кирек мĕнле ĕçе те юратса тумалла. Пурнăçа юратса малалла талпăнмалла.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Упăшкана – Олег Прокопьева. Вăл мана пурнăçа юратма вĕрентнĕ. Вăл пичетлеме ирĕк памасан статьяна-калава пичете сĕнместĕп.